Республикăн культурăпа искусство пурнăçĕнчи чăннипех те паллă пулăм - çак кунсенче Чăваш ен çыннисен тĕнчипе паллă ÿнерçĕн Праски Виттин тĕлĕнмелле ĕçĕсемпе паллашма май пулнă
Сентябрĕн 8-мĕшĕнчен иртнĕ вырсарникунччен «Амазони» комплексăн бизнес-центрĕнче унăн картинисен çĕнĕ куравĕ ĕçленĕ. Унта художникăн яланхи пекех тăван çĕре мухтакан, чăваш халăхĕ патне юратупа тулнă картинисем вырăн тупнă. Пирĕншĕн, вăрнарсемшĕн, ку событи уйрăмах çывăх: тарăн шухăша яракан, ăсталăхĕ тĕлĕшĕнчен асамлă ĕçсен авторĕ - пирĕн ентеш, Малти Ишек тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Виталий Петрович Петров ?Праски Витти%.
Вăрттăнлăх мар, пирĕн мухтавлă ентеше тивĕçлипех чăваш «Пикассо», теççĕ. Ÿнерçĕн никампа танлаштарма çук хăйĕн ÿкерÿ стилĕ. Картинăсене çырма вăл чăваш халăхĕн аваллăхĕнчен, фольклорĕнчен, культура пуянлăхĕнчен хавхалану илет. Вĕсенче наци символики, орнаменчĕ, историйĕ вуçех те хăйнеевĕрлĕ палăраççĕ. Философилле, ытарлă сăнарĕсем вара пурнăç тĕшшине, чи хаклине, шырама хистеççĕ, ыррине усаллинчен уйăрма вĕрентеççĕ.
Художникăн юлашки икĕ çулта çырнă, курава тăратнă картинисене, акă, искусствăн паллă представителĕсем чи пысăк хак панă: Юрий Викторовпа Антонина Мордвинова искусствоведсем, республикăн Халăх художникĕ Николай Енилин, Евгения Анцупова художница, Гуманитари институчĕн сотрудникĕсем тата ыттисем. Юрий Сементер Халăх поэчĕ вара Праски Виттине поэма та халалланă...
Паллах, сумлă пулăм ячĕпе мухтавлă ентешне малти-ишексем те саламламасăр пултарайман. Иртнĕ эрнере Малти Ишекри территори пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ластухин тата шкул директорĕ Светлана Павлова ертсе пыракан ушкăн «Амазонин» бизнес-центрĕнчи курава çитсе курнă. Кунти асамлă атмосфера чăннипех те чун-чĕрене тыткăнланине, картинăсен тарăн шухăшлăхĕ хăйсен уйрăм «тĕнчине» çавăрттарса кĕнине палăртаççĕ вĕсем.
- Виталий Петровичпа эпир питĕ çывăх çыхăну тытатпăр. Хăй те вăл çуралнă тăван тăрăхĕшĕн чун-чĕрипе «çунать». Территори пайĕнче иртекен мероприятисене хастар хутшăнать, хăй ячĕпе хисепленекен Малти Ишек шкулĕн вĕренекенĕсене пур енлĕн хавхалантарать. Унăн космосла талантĕнчен, ĕçченлĕхĕнчен, чăваш сăпайлăхĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастпăр, ентешĕмĕрпе тивĕçлипе мăнаçланатпăр, - палăртать Малти Ишекри территори пайĕн ертÿçи Вячеслав Ластухин.
Чăнах та паллă ÿнерçĕ ачасемпе ĕçлеме кăмăлланине, çамрăк ăрăва чăваш культурипе, искусствипе паллаштарма, вĕсен таланчĕсене уçма пулăшнине уйрăммăн палăртмалла. Халĕ те, акă, çĕнĕ пуçарăвне пурнăçа кĕртесшĕн - ачасемпе çамрăксем хушшинче «Нарспи» поэмăна пăхмасăр вулассипе конкурс ирттересшĕн. Чи илемлĕ вулакана вара ăмсанмалла парне - Праски Виттин картини - тивĕçĕ.
- Виталий Петрович ачасемшĕн тăвакан ĕçе нимпе те виçме çук. Вăл воспитани тĕллевĕпе, çамрăксен тавракурăмне пуянлатнипе хаклă. Илемлĕ вулакансен ăмăртăвне ирттерни те ăнсăртран мар. Художник çамрăксене искусство тĕнчине явăçтарасшăн, пирĕн таврари илеме туйма вĕрентесшĕн. Çав шутра - чăваш сăмахĕн, литературин илемне те, - пĕлтерчĕ Малти Ишекри вăтам шкул директорĕ Светлана Павлова.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Ноябрь 2024 |