Иртнĕ çула пĕтĕмлетсе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.01.2024, 09:42 Просмотров: 315

Округри демографи кăтартăвĕсем, çынсен шучĕ хушăнни-чакни, çемьеленни... - ЗАГС пайĕ ку тĕлĕшпе пĕлтĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетет.

2023 çулта пай сотрудникĕсем 900 гражданла тăрăм актне регистрациленĕ - çакăн пек тĕп цифра. Документсенчен пысăк пайĕ - ачасем çут тĕнчене килни çинчен çырнисем. Çапах та, палăртмалла, пĕлтĕр виçĕмçулхинчен 19 пепке сахалрах ?185% çуралнă: 95 хĕрачапа 90 арçын ача. Вĕсенчен 39-шĕ - çемйисенче пĕрремĕш ачасем, 52-шĕ - иккĕмĕшсем, 55-шĕ - виççĕмĕшсем, 27-шĕ - тăваттăмĕшсем, 9-шĕ - пиллĕкмĕшсем, пĕри - çиччĕмĕш, 2-шĕ - саккăрмĕшсем. Мĕнпур хисепрен 27-шне амăшĕсем пĕччен, мăшăрсăр, çуратнă.

Ашшĕ-амăшĕсем Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлĕхлĕ порталĕпе анлăн усă кураççĕ. Ун урлă янă заявленисемпе 72 пепкене регистрациленĕ. Пĕлтĕр ку кăтарту 18 кăна пулнă. «Ача çурални» суперсервис çăмăллăхĕсемпе усă курни вара иртнĕ çул - 63 тĕслĕх.

Мăшăрланăва официаллă регистрацилекенсем те виçĕмçулхинчен сахалрах. Округра 99 çĕнĕ çемье хушăннă ?2022 çулта - 130%. Вĕсенчен 41-шĕ телейлĕ пулăма торжествăлла лару-тăрура çирĕплетнĕ. Пĕрремĕш хут мăшăрланăва 72 арçын тата 68 хĕрарăм кĕнĕ. Интереслĕ самант: 19 мăшăр хăйĕн шухăшне улăштарнă, регистрацие вуçех те килмен. Çав вăхăтрах мăшăрсем уйрăлма йышăннипе округра 72 çемье чакнă ?виçĕмçул - 79%.

Унчченхи çулсенчи пекех çынсем пурнăçран уйрăлнипе çыхăннă документсен шучĕ нумай. Пĕлтĕр округра пурăннă 506 çын вилнĕ: 288 арçынпа 218 хĕрарăм. Арçынсен вăтам пурнăç тăршшĕ кĕскерех - 64 çул кăна. Иртнĕ çулхи кăтартусемпе, хĕрарăмсем вара вăтамран 76 çул пурăннă.

Ытти юридици пĕлтерĕшлĕ ĕçсене те пурнăçланă. Хăйсен ят-хушаматне, ашшĕ ятне улăштарас тĕллевпе 12-ĕн заявленипе килнĕ. Гражданла тăрăм акчĕсене улшăнусемпе тÿрлетÿсем хушассипе 84 заявлени пăхса тухнă, тÿрлетÿсем кĕртме хушнă 28 пĕтĕмлетĕве пурнăçланă. Çавăн пекех тепĕр хутчен 389 свидетельство, 890 справка хатĕрлесе панă, актсенчен сведенисемпе 803 хутчен тивĕçтернĕ. Икĕ тĕслĕхре округри ЗАГС пайĕн сотрудникĕсем ют çĕршывсенчен документсем ыйтса илессипе те юридици пулăшăвĕ панă.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика