Муниципаллă пĕрлĕхсен ыйтăвĕсемпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.01.2024, 09:42 Просмотров: 329

Ĕнерпе паян Мускавра «Россия» куравра Пĕтĕм Раççейри «Малая Родина – сила России» муниципаллă форум пырать. Ăна пуçласа Раççей Президенчĕ Владимир Путин сĕннипе йĕркеленĕ.

Мероприятие çĕршыври муниципалитетсен 7,5 пин пуçлăхĕ хутшăнать. Ĕçлĕ программа ВДНХ-н сакăр павильонĕнче пырать. Вăл шутра - дискуссисем, çавра сĕтелсем, лекцисем, проектсен презентацийĕсем, федераллă влаç представителĕсемпе тĕлпулусем.

Паян Форумра Пĕтĕм Раççейри «Служение» муниципаллă преми çĕнтерÿçисене чыслаççĕ.

Анлă мероприятие Вăрнар муниципаллă округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова та хутшăнать.

Аса илтеретпĕр: ВДНХ-ри курав-форумра Чăваш ен стендĕнче хальхи вăхăтра Культура министерствин кунĕсем пыраççĕ. Çак кунсенче ун хăнисен чăваш тĕррипе паллашма май пулнă. Çавăн пекех вĕсем мастер-классене те хутшăнаççĕ. Управçă-брошь ăсталассипе тата чăваш орнаменчĕллĕ кĕске ?чăвашсен умçаккин эрешĕ% тĕрлессипе иртнĕ занятисенче яланах çын йышлă.

Тĕрленĕ Раççей картти епле çуралнине сăнлакан фильм та пурне те килĕшнĕ. Чăваш ен стенчĕ патĕнче пухăннисене открыткăсем парнеленĕ, вĕсем пазлсенчен карттăна «çыпăçтарма» пултарнă. Ачасем валли те кăсăклăх пулнă - вĕсене конструктор пуçтарма сĕннĕ. Ют çĕршыв хăнисене те илĕртнĕ пирĕн стенд.

Мероприятисен программи пуян. Курава хутшăнакансем «Чапаев шашки» сĕтел вăййине хутшăнаççĕ, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн пултарулăхĕпе паллашаççĕ, сертификатсем выляса илеççĕ.

«Россия» курав пурне те хапăл! Вăл шутра - хамăр республика экспозицийĕ те.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика