Çĕнĕ лауреат - Иван Захаров

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.01.2024, 09:43 Просмотров: 361

 «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн редколлегийĕ Анатолий Емельянов ячĕллĕ премийĕн çĕнĕ лауреатне палăртрĕ. Ку хутĕнче ăна Вăрнарта пурăнакан Иван Захарович Захаров тивĕçрĕ.

Вулакансем Иван Захарова унăн сăввисем тăрăх аван пĕлеççĕ. Ту инженер-экономисчĕ, нумай çул Украинăри Краснодон хулинчи уголь шахтинче вăй хунăскер, тăван тăрăха таврăннă хыççăн хаçат тусĕсене нумай хутчен хăйĕн хайлавĕсемпе паллаштарма май тупрĕ. Вĕсенче вăл çын хаклăхĕсене, çутçанталăк илемне, ачалăха сăнлать. Тусĕсене халалланă сăвăсем чылай.

Иван Захаров Хурăнсур Çармăсра çуралса ÿснĕ. Ачаран спортпа туслă пулнă. Сăмах май, сывă пурнăç йĕркине паянхи кун та тыса пырать. Харьковри инженерипе экономика ту институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Шахтăсенче ĕçленĕ. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессипе наукăпа производство ĕçне ертсе пынă. Рационализаторла ĕçсемпе палăрнă. «Краснодонуголь» трестра экономика пĕлĕвне ертсе пынă. Луганск облаçĕнчи обществăлла политика пурнăçĕнче хастарлăх кăтартнă, «Знание» обществăран ĕç коллективĕсенче лекцисем вуланă. «Слава Краснодона» хаçатпа çыхăну тытнă.

Ĕçри хастарлăхшăн ăна пĕрре мар тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысланă.

Пушă вăхăтра Иван Захарович сăвăсем шăрçалать. Вĕсене вăл кĕнекене пухасшăн.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика