Тимлĕхре – сывă пурнăç йĕрки

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.01.2024, 09:44 Просмотров: 327

Пĕлтĕр Чăваш енре Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче пĕлтерĕшлĕ нумай ĕç туса ирттернĕ. Кăçал - Экологи культурин тата çутçанталăкпа перекетлĕ усă курассин çулталăкĕ. Юнкун иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче 2024 çулта пурнăçламалли тĕп задачăсем пирки калаçрĕç. Физкультурăпа спорта аталантарассине, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарассине сÿтсе яврĕç. Ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтăва та тишкерчĕç.

Тĕрлĕ ведомствăсенче ĕçлекенсем Уйкас Кипек тата Кĕçĕн Кипек территори пайĕсенче пулчĕç. Округ пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Петров ертсе пыракан ушкăн чи малтан Уйкас Кипекри культура çуртĕнче тĕлпулу ирттерчĕ. Мероприятие Чăваш енри этем прависемпе тимлекен уполномоченнăй Сергей Романов, вырăнти территори пайĕн пуçлăхĕ Александр Петров, асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Алексей Петров, газ участокĕн тĕп инженерĕ Алексей Шоркин, округ администрацийĕнче тăрăшакансем Сергей Политовпа Денис Константинов тата ял хастарĕсем хутшăнчĕç.

Денис Константинов Экологи çулталăкĕн ĕç планĕпе паллаштарчĕ. Вăл çак çул тĕрлĕ мероприятисемпе тулăх пулмаллине палăртрĕ. Пурте пĕрле çутçанталăкăн тупри-пуянлăхне упраса хăварассипе тăрăшсан пирĕн тăван тавралăх илемлĕ те таса пулĕ. Йăлари хытă каяшсемпе усă куракансен ятарлă хушусене çирĕп пăхăнмаллине аса илтерчĕ.

Сергей Политов сăмах илнĕ май, Вăрнар округĕнче ача-пăча спортне аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнине çирĕплетрĕ. Çамрăк ăрăвăн хăйне тĕрлĕ спорт тĕсĕнче тĕрĕслеме май пур. Йĕлтĕрпе ăмăртма юратакансем, хоккей, футбол, волейбол, баскетбол вăййисене кăмăллакансем, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе ăсталăха туптакансем чылай. Иртнĕ çул Вăрнар округĕнчи икĕ çамрăк Артем Кириллов тата Валентина Тикинева «Раççей спорт мастерĕ» ята тивĕçнĕ. Тренер-преподавательсем, физкультура учителĕсем массăллă спорта аталантарассишĕн тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Ентешсем хушшинче Раççей шайĕнчи ăмăртусен çĕнтерÿçисемпе призерĕсем сахал мар. Çитĕннисем те сывă пурнăç йĕркине тытса пыччăр тесе пирĕн округра чылай ĕç туса ирттереççĕ. Информаци кунне Çĕнĕ Шупашкарти 4-мĕш спортшкулăн директорĕ Алексей Протапович та хутшăнчĕ. Вăл республикăра «Спорт - пурнăç норми» федераци проектне пурнăçа кĕртессипе епле ĕçленипе паллаштарчĕ.

Вăрнар енче пурнăçланакан патшалăх тата муниципалитет программисем пирки те калаçрĕç. Патшалăх пулăшăвне пула юлашки çулсенче яллă тăрăхсен сăн-сăпачĕ, чăн та, палăрмаллах улшăнчĕ. Уйкас Кипекĕн хальхи клубĕ кивĕ, ăна иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчех хăпартнă. Ку ялта пурăнакансем тахçанах çĕнĕ клуб пуласса кĕтеççĕ. Кăçал «Культура» наци проекчĕпе калăпăшлă ĕç пурнăçланĕ, киввипе юнашарах çĕнĕ культура учрежденийĕ çĕкленсе ларĕ.

Асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕпе тимлекен районти уйрăмăн пуçлăхĕ Алексей Петров пушар сăлтавĕсем пирки чарăнса тăчĕ, Кушар Юнтапара пулнă хăрушă инкек сăлтавĕсене уçăмлатрĕ. Газ участокĕн тĕп инженерĕ Алексей Шоркин «кăвак çулăмпа» усă курнă чух питĕ тимлĕ пулмаллине асилтерчĕ.

Информаци кунĕнче яллă тăрăхра пурăнакансем хастар пулчĕç, кулленхи çивĕч ыйтусене çĕклерĕç. Акă, уйкас-кипексене «Канаш-Вăрнар» рейспа пассажир автобусĕ çÿременни хытах пăшăрхантарать. Чăваш енри этем прависемпе тимлекен уполномоченнăй Сергей Романов ял-йыша пулăшма шантарчĕ.

Информаци ушкăнĕ Кĕçĕн Кипек территори пайĕнче те тухăçлă ĕçлерĕ. Влаç тытăмĕнче тăрăшакансем халăхпа уççăн калаçрĕç. Вĕсем кашни ыйтăва шута илчĕç. Яллă тăрăхра пурăнакансем Пĕрлехи информаци кунĕ влаçпа халăха çывăхлатма пулăшнине çирĕплетрĕç.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика