Форум пин-пин çынна пĕрлештернĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.01.2024, 09:45 Просмотров: 326

Эрне пуçламăшĕнче Мускавра çав тери анлă мероприяти иртнĕ. Унта пуçласа çĕршыври муниципаллă пĕрлĕхсен представителĕсен рекордла йышĕ - пĕтĕмпе 7,5 пин çын - хутшăннă: миллионлă хуласен пуçлăхĕсенчен пуçласа ял территорийĕсен пуçлăхĕсем таран.

Форума Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнипе ирттернĕ. Йĕркелÿçи - вырăнти хăйтытăмлăха аталантарассипе тимлекен Пĕтĕм Раççейри ассоциаци.

Форумăн ĕçлĕ пайĕ ВДНХ-ри «Россия» курав йĕркипе иртнĕ. Программăна «Сила в людях», «Сила в традициях» тата «Сила в развитии» панельлĕ дискуссисем, 32 çавра сĕтел, 25 лекци кĕнĕ. Унсăр пуçне, ВАРМСУ проекчĕсене кăтартнă, муниципаллă служащисен «Муниципалитет.рф» пĕрлехи порталне презентациленĕ, чи лайăх муниципаллă ĕçченсене чысланă тата ыт.те.

Форумăн тĕп темисенчен пĕри - патшалăх тата общество ырлăхĕшĕн ĕçленин кирлĕлĕхне палăртни. Раççей Президенчĕн Администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Сергей Кириенко муниципаллă служащисем халăха чи çывăх влаç пулнине палăртнă. «Муниципаллă служба - ахаль ĕç мар, çынсемшĕн тимлени. Çак сăмахсем пысăк хаклăхсене кăтартаççĕ. Çакă - хамăра хупăрлакан хутлăха кунран-кун лайăхрах та лайăхрах тума ăнтăлни. Çакăншăн шалу тÿлеççĕ е ырлаççĕ тесе мар, чун ыйтнипе»,- тенĕ вăл.

Этем потенциалне аталантарас тата муниципаллă управлени командин профессионализмне ÿстерес ыйтусем те малти вырăна тухнă. «Сила в людях» дискуссире тĕп элементсенчен пĕри вĕрентÿ пулнине палăртнă. Пурнăç хăй уттипе тан пыма ыйтать. Муниципаллă служащисен, ак, госуправлени тытăмĕнче ÿсес тесен, Президент академийĕнче пĕлĕве анлăлатма май пур.

Мероприяти вăхăтĕнче иртнĕ çулхи кăтартусемпе «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурс çĕнтерÿçисене те чысланă. Ку хутĕнче унта 78 регионтан 1300 ытла заявка тăратнă. 33 регионти 49 муниципалитет çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.

Муниципалитет пуçлăхĕсемшĕн вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене бизнеса хутшăнтарса татса парас, территорисене хăтлăх кĕртес, муниципаллă пурлăх объекчĕсене модернизацилес, урамсен историлле сăнне тавăрас, çынсемпе влаç хушшинчи хутшăнусене çирĕплетес, туризма аталантарас енĕпе иртнĕ площадкăсем çав тери усăллă пулнă. Чылай опыта вырăнсенче усă курма май пур.

«Муниципалитет.рф» пĕрлехи портал ĕçне те сÿтсе явнă. Çулсеренех муниципаллă служащисем çине хурăнакан тиев ÿсет. Çĕршывра пурăнакансем уйăхсерен влаç органĕсене 500-е яхăн ыйту яраççĕ, вĕсенчен 70 проценчĕ муниципалитетсен яваплăхĕнче. Çĕнĕ портал вырăнти хăйтытăмлăх ĕçченĕсемшĕн мультифункционаллă пулăшуçă пулса тăрĕ. Хальхи вăхăтра ресурса 8 цифра инструменчĕпе вăйлатнă.

Форум йĕркипе Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Раççей Федерацийĕн вырăнти хăйтытăмлăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята парассине çирĕплтерĕ. Ăна ку тытăмра 20 çултан кая мар ĕçленĕ çынсем е патшалăх органĕсен наградисене илнисем тивĕçме пултараççĕ.

«Çак йышăну кирлĕ тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен малашне çынсен ырлăхĕшĕн тăрăшакансен ĕçне тивĕçлипе хаклама май пулĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх - çынсемпе тачă çыхăнура тăракан чи çывăх влаç-çке-ха. Нумай чухне патшалăх влаç ĕçне, пĕтĕмĕшле çĕршыври управлени пахалăхне муниципаллă служащисен ĕçне кура хаклаççĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх ĕçченĕсем граждансене обществăлла ĕç-хĕле явăçтараççĕ, вĕсен пуçарăвĕсене хавхалантараççĕ, пĕрле вырăнти ыйтусене татса параççĕ.

Пирĕн пĕрлехи тĕллев - округра пурăнакан çынсемшĕн, вĕсен интересĕсемшĕн ĕçлесси. Çак хисеплĕ ята çирĕплетни - чылай çул халăхшăн тăрăшакансен ĕçне тивĕçлĕ хаклама май пани тата пулас кадрсемшĕн лайăх стимул»,- пĕлтерчĕ Вăрнар муниципаллă округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова. Вăл тунтикунпа ытларикун Мускавра иртнĕ форум площадкисене хастар хутшăннă.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика