Йĕлтĕр спорчĕ кăмăла çĕклет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.02.2024, 09:54 Просмотров: 280

Пĕтĕм Раççейри массăллă чупу Вăрнар тăрăхĕн 700 ытла йĕлтĕрçине пуçтарчĕ. Ăмăрту çивĕч те хĕрÿ пынине уйрăм самантсем аван çирĕплетрĕç.

- Эх, яланах пĕрремĕшсен йышĕпе çитекенччĕ, паян малтисене тем пек тăрăшсан та хуса çитеймĕ, - пăшăрханчĕ Ирина Петрова физкультурник хăйĕн воспитанникĕшĕн. Ун вĕренекенĕ те стартран кăшт иртсенех пĕри ăнсăртран ÿкнипе йĕркеленнĕ «ача купине» çакланчĕ.

Учительсем ачасенчен те ытларах пăшăрханнăн туйăнчĕ. Йĕлтĕрçĕсем çаврăм туса килсе куçа курăнма тытăниччен вăрманалла сăнарĕç вĕсем.

Вĕсем те, вĕсен воспитанникĕсем те вара маттурах. Кăçал та йĕлтĕр чупăвĕн массăлăхне вĕсемех ÿстерчĕç. Кашни ÿсĕмрех йышлăн старта тухрĕç.

- Йĕлтĕр чупăвĕ ÿт-пĕве çирĕплетекен, кăмăла çĕклекен спорт тĕсĕ. Вăл сывлăх парнелет, - палăртрĕç сывă пурнăç йĕркин тусĕсене саламланă май Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова тата округ депутачĕ Владимир Яковлев.

Тĕслĕх вырăнне хурса вĕсем физкультурăпа спорт тытăмĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Эльвира Чугунована Хисеп грамотипе чысларĕç. Округ администрацийĕн, территори пайĕсен представителĕсем ГТО-н ылтăн паллисене тивĕçрĕç.

Старта шкул ачисемсĕр пуçне ĕç коллективĕсен представителĕсем, ветерансем чылай пухăннă. Муниципаллă округ администрацийĕн, район тĕп больницин, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн, аш-какай комбиначĕн ĕçченĕсем йышлăн.

Пурин те кăмăлĕсем аван. Вăрманта кăшт уçăрах пулчĕ пулин те ирĕке тухсан хĕвел йăл кулни чунсене хăпартлантарчĕ.

Кашни ÿсĕмрех çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Вĕсене медальсемпе, дипломсемпе тата массăллă чупăвăн символикиллĕ шапкисемпе хавхалантарчĕç. 1-мĕш вырăн йышăннисем çавăн пекех статуэткăна тивĕçрĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика