Чăваш чĕлхине çĕклекенсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.02.2024, 09:54 Просмотров: 282

Иртнĕ эрнере Санарпуç вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен муниципалитет шайĕнчи конкурсĕ иртрĕ.

Çак конкурса ăста та пултаруллă вĕрентекенсем: Вероника Трифоновна Дмитриева – Вăрнарти 2-мĕш шкул, Лариса Александровна Харитонова – Хапăс шкулĕ, Ирина Геннадьевна Семенова – Санарпуç шкулĕ, Алина Валерияновна Яковлева – Аçăмçырми шкулĕ, Ирина Николаевна Моисеева – Мăн Явăш шкулĕ, Светлана Геннадьевна Черкасова – Çĕрпел шкулĕ хутшăнчĕç.

Пурĕ тăватă номинацире тупăшрĕç маттурсем: «Уçă урок», «Уçă класс сехечĕ», «Пултарулăх лаççи», «Мастер-класс». Уйăрнă вăхăтпа усă курса хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕç. Çĕнĕ технологисемпе усă курса йĕркеленĕ уçă уроксемпе мероприятисем жюри кăмăлне кайрĕç, ачасене хавхалантарчĕç.

Чăвашла уççăн, такăнмасăр, вăтанмасăр калаçрĕç Санарпуç вăтам шкулĕнче вĕренекенсем. Чăваш сăмахĕ çепĕççĕн те кăмăллăн юхрĕ.

Вĕрентекенсем кашниех тĕрлĕ номинацире палăрчĕç. Санарпуç вăтам шкулĕн учителĕ Ирина Геннадьевна Семенова вара пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Унăн округ чысне республика шайĕнче хyтĕлеме тивет. Ăнăçу сунатпăр!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика