Вăрнар çамрăкĕ-сем паян ятарлă çар операцине хастаррăн хутшăнаççĕ. Хăй ирĕкĕпе кайнисем тĕрлĕ батальонсенче тăраççĕ. «Сура» батальонрах, акă, - хĕрĕхе яхăн.
Округра пурăнакансем, куратпăр ĕнтĕ, фронтрисене тĕрлĕ енлĕ, май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. Хальхинче, ак, вăрнарсем «Сура» йышĕпе çапăçакансем валли тĕллевлĕ гуманитари пулăшăвне йĕркелерĕç. Нумайăшĕ укçа-тенкĕ пачĕ, лавккасенче «Ырăлăх коробкисем» ĕçлерĕç, теприсем уй условийĕсенче салтаксен йăлине йĕркелемелли япаласем парса пулăшрĕç. Тăванĕсем хăйсен маттур ывăлĕсем валли уйрăм посылкăсем хатĕрлерĕç.
Пĕрлĕхре - вăй, тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Виçĕмкун Вăрнартан ку батальонри хамăр ентешсем патне виçĕ тонна ытла гуманитари грузĕ ăсанчĕ. Пухнă япаласене тиеме пулăшма «Находка» базăна çынсем чылаййăн килнĕ. Хĕрарăмсен пĕр ушкăнĕ, акă, Çĕрпелтен çитнĕ. Çавăн пекех Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн волонтер ушкăнĕнчи çамрăксем те пулчĕç. Пулăшу алли пурри аванах çав - фургон гуманитарипе часах тулса та ларчĕ.
Салтаксем патне бензопăчкăсем, газ баллонĕсем, пăта-мăлатук, строительство материалĕсем, электрохатĕрсем, çи-пуç, балаклавăсем, бензин тата шыв валли канистрăсем, автономлă кăмакасем, генераторсем, автоуçăсем, окоп çуртисем, маскировка сеткисем тата ыттине те ăсатрĕç.
Халăх ентешсене май пур таран хавхалантарма, чĕрисем вĕсемшĕн тапнине, шухăш-кăмăлĕпе яланах хăйсемпе пĕрле пулнине кăтартма тăрăшать. Коробкăсем çине «Эпир сире килте кĕтетпĕр!», «Салам, хамăр ял!», «Çĕнтерÿпе кĕтетпĕр!» тесе çырнисем те çакнах çирĕплетеççĕ...
Фронтпа тыл пĕрле пулни Çĕнтерĕве çывхартатех!
Светлана ЧИКМЯКОВА
Ноябрь 2024 |