Пултарулăха уçать - аталанма пулăшать...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.03.2024, 14:34 Просмотров: 315

Хастаррисен, пуçаруллисен, хăюллисен, ăслисен слечĕ. Чăннипех те çапла каламалла ача-пăча лидерĕсен «Вĕрентÿллĕ вырсарникун» тĕлпулăвне. Хальхинче вĕсем Кÿстÿмĕр шкулĕнче пуçтарăнчĕç.

Кашни шкултан - вунă ача енне. Вĕсем хăйсен лидер пахалăхне пилĕк блокра кăтартма пултарчĕç. Унччен вара пухăннисене Кÿстÿмĕр шкулĕн директорĕ Светлана Максимова, «Ачалăх навигаторĕ» проектăн координаторĕ Александра Григорьева саламларĕç, пĕрлехи ĕç яланах пысăк усă панине палăртрĕç.

Пултарулăх тата команда... Çак икĕ ен пĕрлешсен вара чăннипех те кăтартуллă, кирлĕ ĕç тума пулать. Çакна шкулсен активисчĕсемпе лидерĕсем вĕрентÿллĕ площадкăсенче çирĕплетсе пачĕç.

Спикерсем кăсăклă ĕçсем хатĕрленĕ. Чи кĕçĕннисем - «Раççей ăмăрткайăкĕсем» - Вăрнарти 1-мĕш шкулăн советникĕ Ольга Варюхина, вĕренекенĕсем София Варюхина тата Кирилл Маслячкин ертсе пынипе харпăр-хăй «хулине» çĕклерĕç.

Малти Ишекри шкул самоуправленийĕн президенчĕ Яна Никитина сĕннипе вара ачасем хăйсен кинокомпанийĕсене «уçрĕç». Паллă фильмсенчи цитатăсене аса илчĕç, мультфильмсене викторинăра шĕкĕлчерĕç.

Ырăлăх каникула каймасть. Çакна волонтерсен площадки яруççăн çирĕплетрĕ. Ачасем Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулăн советникĕсемпе Ольга Косаревапа тата Анастасия Крючковапа пĕрле ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли чăваш тĕрриллĕ чĕре евĕр талисмансем çĕлерĕç. Ĕçленĕ вăхăтра ырă ĕçсене мĕнле хутшăнмалли пирки те каласа кăтартрĕç.

Кÿстÿмĕр шкулĕн ачисем маттур. Вĕсем мероприятие хутшăнакансен кăмăлне çĕклес, çак куна асра хăварас тесе тăрăшни кашни тапхăртах курăнчĕ. Унсăр пуçне, патриотла площадкăна та кăсăклă хатĕрленĕ вĕсем. Командăсен кашни «чарăнура» историлле фактсене аса илме тиврĕ.

«Вĕрентÿллĕ вырсарникунăн» «Медиа» ушкăнри пĕрремĕш занятийĕнче ачасемпе социаллă сетьсем валли информацисем хатĕрлес йĕркепе паллашнăччĕ. Хальхинче вара хĕрачасемпе пĕрле текстпа ĕçлерĕмĕр. Хаçатри тата мессенджерсенчи информацисен уйрăмлăхне тишкертĕмĕр. Ачасене авторсен материалĕсене редакцилени, алçырăвĕпе хаçат страницисенчи публикацисем уйрăлса тăни тĕлĕнтерни сисĕнчĕ. Çăмăл вулантăр тесен мĕнле çырмалла-ха/ Шкул ачисемпе çак ыйту тупсăмне те уçăмлатрăмăр, çырура «кансĕрлекен», такăнтаракан сăмахсенчен хăтăлма, кирлĕ шухăшсене палăртма вĕрентĕмĕр. Вĕренекенсем чăннипех маттур. Ытларахăшĕ панă текста социаллă сеть валли идеаллă хатĕрлеме пултарчĕ.

Пĕтĕмĕшле вара, «Вĕрентÿллĕ вырсарникун» - хăйне евĕрлĕ стартап, аслă пурнăçа тăвакан утăм. Ачасем хăйсемшĕн çеç мар, командăшăн та яваплăха туйма вĕренеççĕ. Чи кирли - кирек мĕнле лару-тăруран та тухма пĕлни, пуçа усманни...

Тепĕр тĕлпулуччен!

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика