Йĕркелĕхе тивĕçтерме пулăшаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2024, 14:36 Просмотров: 325

Округра иртекен кашни мероприятирех, спорт ăмăртăвĕнчех куратпăр: алă çине хĕрлĕ хăю çыхнă маттурсем полици сотрудникĕсене обществăлла йĕркелĕхе асăрхаса тăма пулăшаççĕ. Вĕсем - хурала ирĕклĕ майпа тухакан халăх дружинин хастарĕсем. Ку обществăлла организаци округра маттур ĕçлет. Ун йышне яваплă та пуçаруллă, тĕрĕс гражданла позициллĕ активистсем пĕрлешнĕ.

Палăртмалла, Раççейре ку юхăм йĕркеленнĕренпе 65 çул çитнине паллă турĕç. 1959 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче КПСС Тĕп комитечĕ тата СССР Министрсен Совечĕ «Ĕçлекенсем çĕршыври обществăлла йĕркене хураллама хутшăнасси çинчен» йышăну кăларнă. Шăпах çак дата ирĕклĕ халăх дружинисене туса хунă кун шутланать.

Вăрнар округĕнче дружинниксен пĕрлĕхĕ пысăк активлăхпа палăрать. Хăйĕн обществăлла ĕç-хĕлне вăл 2015 çултанпа пурнăçласа пырать. Ун йышĕнче паян 14 çын. Вĕсем, хăйсен тĕп профессийĕсем пуррипе пĕрлех, вăхăчĕсене шеллемесĕр обществăшăн кирлĕ ĕçсене хутшăнаççĕ. Хăй вăхăтĕнче организацие йĕркелесе яраканĕ Евгений Матвеевич Иванов пулнă. 2021 çултан вăрнарсен халăх дружинине Елена Петровна Голубцова командир ăнăçлă ертсе пырать.

Дружинниксен тивĕçĕсем питĕ анлă. Вĕсем полицин «Вурнарский» пайĕн сотрудникĕсене культура-массăллă мероприятисем, спорт ăмăртăвĕсем вăхăтĕнче йĕркелĕхе сăнаса тăма пулăшаççĕ. Преступленисене, саккуна пăсассине асăрхаттарма профилактика мероприятийĕсене те хутшăнаççĕ: шкулсенче вĕренекенсемпе тĕл пулаççĕ, пухусенче халăхпа телефон шулĕкĕсенчен сыхланмалли мелсем пирки калаçаççĕ тата ытти те.

Унсăр пуçне, çухалнă çынсене шырасси, çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе рейдсем, патриотла мероприятисем... - вĕсем тÿпе хывакан оществăлла ĕçсем чылай. Çавăнпа та уйрăммăн палăртмалла: халăх дружини - йĕрке хуралĕн органĕсемшĕн пулăшу кăна мар, округра пурăнакансемпе хăнисен лăпкăлăхне тивĕçтерекенсем те.

Юбилейлă дата тĕлне халăх дружинникĕсене Вăрнар округĕн администрацийĕ те саламланă, тăван тăрăх ăнăçлăхĕшĕн кирлĕ ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав тунă.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика