Хастарсем валли - грантсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2024, 14:37 Просмотров: 418

Чăваш енре нумаях пулмасть МТВ-центрта «Çĕрулми» курав иртнĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» çитĕнтерес ĕçри çитĕнÿсене палăртнă, наукăпа практика хăнăхăвĕсемпе паллаштарнă. Курава Вăрнар округĕн делегацийĕ те хутшăннă.

Профессилле сообщество валли конференци, çавра сĕтелсем иртнĕ. Кунсăр пуçне Чăваш ен вице-премьерĕ Сергей Артамонов хастар фермерсемпе тĕл пулса патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ çул-йĕрĕсене палăртнă.

«Перспектива» - республика гранчĕ. 2024 çулта патшалăх пулăшăвне çырла туса илессипе, аквакультура енĕпе, сурăх ĕрчетессипе тăрăшнăшăн малалла илме пулĕ. Анчах та «Сыр пĕçерес ĕç» направленипе кăçалтан субсиди уйăрмаççĕ. Ун вырăнне агротуризма аталантарассине тата пахчаçимĕç туса илессине тимлĕх уйăрĕç, ĕç хастарĕсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерĕç.

Чăваш гранчĕсене çапла уйăрĕç: аквакультурăпа агротуризма аталантарма - 10 миллион тенкĕ таран* пахчаçимĕç, çырла туса илме, сурăх ĕрчетме - 5 миллион тенкĕ таран.

Чăваш енре «Агростартап» гранта пысăклатма палăртаççĕ. Хальхи вăхăтра Правительствăра «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство» нацпроектпа килĕшÿллĕн пĕлтерĕшлĕ программăсене ĕçе кĕртме республика бюджетĕнчен хушма пĕр миллион тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрассине сÿтсе яваççĕ. Çапла вара, йышăну хыççăн фермер ĕçне пуçăнакансем ?кооперативра тăрсан% 5 миллион тенкĕ енне илĕç. Паллах, кооперативра шутланмасан та пулăшăва тивĕçĕç, анчах та грант виçи пĕчĕкрех - 4 миллион тенкĕ таран.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Сергей АРТАМОНОВ, вице-премьер:

- Регионсем хушшинчи «Çĕрулми» курав 16-мĕш хут иртрĕ. Уява 20 регионти 83 компани хутшăнчĕ. Ку вара, паллах, ахальтен мар. Чăваш ен - Атăлçи федераци округĕнче 100 гектар пуçне çĕрулми туса илессипе тата кашни аграри гектарĕпе усă курнипе малти вырăнта. Кăтарту мехпарксене çĕнетнĕрен, уй-хирте малта пыракан технологисемпе усă курнăран ÿсĕнет. Эпир хамăр опытпа паллаштарма хатĕр, мĕншĕн тесен апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ - çĕршыври пĕтĕм аграри сообществин пĕрлехи ĕçĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика