Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ виçĕмçултанпа «Производительность труда» наци проектне хутшăнать, перекетлĕ производство инструменчĕсене хăйĕн подразделенийĕсен ĕçне тапхăррăн кĕртсе пырать. Полимерлă тарăсем кăларакан цех ку технологисене алла илнĕ пиллĕкмĕш площадка пулса тăчĕ.
Ÿсентăрансене хими мелĕпе хÿтĕлекен препаратсене заводра туса кăларнă полимерлă савăтсенех тултараççĕ. Ку цех талăкĕпех, кану кунĕсемсĕр ĕçлет. Профилактика ĕçĕсем вăхăтĕнче кăна чарăнса илет. Пĕлтĕр кунта 5 тата 10 литрлă 1,8 млн канистра, 11 млн банкăпа стакан, 14 млн штук хупă кăларнă.
Перекетлĕ производство инструменчĕсене ĕçе кĕртнипе цехра продукци туса кăларассин эффективлăхне ÿстерме палăртаççĕ. Специалистсем ку енĕпе ятарласа вĕреннĕ, вĕсенчен йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕ производство процесĕсен диагностикине тунă. Ĕç çыннисене аталанма майсем туса парассипе тата потенциаллă наставниксене палăртассипе компетенцисен шайĕн матрицине ?таблицине% йĕркелеççĕ. Çавăн пекех ĕç тухăçлăхĕн резервĕсене палăртма çын ĕçе вырнаçнин-тухнин картти те пулĕ. Унсăр пуçне, мероприятисен план-графикне хатĕрлĕç. Вăл çухатусене чакарма тата туллин пĕтерме май парĕ.
Пĕтĕмĕшле, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн 98 сотрудникĕ «Производительность РФ» цифра платформинче дистанцилле майпа пĕлÿ илнĕ. Унсăр пуçне, икĕ çын Компетенцисен федераллă центрĕнче вĕреннĕ хыççăн 200 ытла ĕçчене перекетлĕ производство инструменчĕсем тĕлĕшпе ăсталăха илме пулăшнă, вăл шутра - ĕç вырăнне тухăçлă йĕркелеме пулăшакан 5S система тĕлĕшпе те.
Маларах перекетлĕх технологине инсектицидсем тата фунгицидсем кăларакан, çавăн пекех гербицидсен производствин виçĕ цехĕнче ĕçе кĕртнĕччĕ. Ку ĕçрен кашни подразделенирех тухăçлă эффект илнĕ. Сăмахран, перекетлĕхĕн пĕтĕм ĕçне пурнăçласа 181-мĕш цехри препаратсене шыв растворĕ пек кăларакан линин ĕç калăпăшне 30 процент ÿстерме май килнĕ.
«Август» Фирмăн Вăрнарти филиалĕнче улшăнусем кĕртессине хавхалантарасси те вăйра. Заводра тимлекенсем производство процесĕсене лайăхлатас çул-йĕре сĕнеççĕ. Пĕлтĕр, ак, вĕсенчен 120, кăçалхи пĕрремĕш кварталта 32 сĕнÿ килнĕ. Вĕсенчен ытларахăшне ырланă тата пурнăçа кĕртнĕ.
Людмила ИВАНОВА
Декабрь 2024 |