«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Земство тухтăрĕ» программипе килĕшÿллĕн Вăрнар район тĕп больницин поликлиникинче çамрăк тухтăрсем - Дмитрий Куликов рентгенолог, Юлия Ефимова терапевт ĕçлеме пуçланă.
Программа условийĕсем тăрăх, врачсем патшалăхран пĕр миллион тенкĕ тата коммуналлă тÿлевсемшĕн компенсаци илеççĕ. Тухтăрсен вара сиплев учрежденийĕнче 5 çул ĕçлемелле.
- Кадрсен ыйтăвĕ пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, - палăртать тĕп врач Сергей Илюткин. - Эпир медицина организацийĕнче врачсен çитменлĕхне пĕтерес тĕлĕшпе активлă тăрăшатпăр. Вĕренÿ заведенийĕсемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлетпĕр тата тĕллевлĕ вĕрентесси пирки договорсем тăватпăр. Кăçал Вăрнар район тĕп больницине 4 çамрăк специалист ĕçлеме килнĕ, виççĕшĕ - аслă пĕлÿллĕ.
Дмитрий Куликов Вăрнар поселокĕнче çуралса ÿснĕ. Вăтам шкул хыççăн медицина факультетĕнче вĕреннĕ, васкавлă медицина пулăшăвĕн службинче тăрăшнă, ординатурăра «рентгенологи» енĕпе пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван поселока ĕçлеме таврăннă. «Ача чухне эпĕ анне ĕçлекен больницăна час-часах килеттĕм, - пĕлтерет Дмитрий. - Тухтăрсен ĕçĕпе кăсăкланаттăм. Пуринчен ытла «кĕме юрамасть» тесе çырнă кабинетра мĕн пулса иртнине пĕлес килетчĕ. Çавăнпа та ачаранах рентгенолог пулас, çынсен чир-чĕрне тупса палăртас тĕллев пурччĕ.
Дмитрий Куликовăн наставникĕ те пур. Вăл - поликлиникăн диагностика пайĕн заведующийĕ, пысăк квалификациллĕ тухтăр Надежда Петрова рентгенолог. Çамрăк ĕçтешне кирлĕ сĕнÿ-канаш парса пулăшать. Дмитрий рентген-ÿкерчĕксене тĕплĕн тĕпчет, çавна май тĕрĕс диагноз лартса ытти профильлĕ тухтăрсене сиплев ĕçĕнче пулăшать.
Тепĕр çамрăк тухтăр Юлия Ефимова та яваплăха туйса ĕçлет. Вăл пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕнче тăрăшать. Юлия Сергеевнăн участокĕнче 2000 çын. Вĕсенчен 100-шĕ ытла тĕрлĕ чир-чĕрпе инвалида тухнисем, 85 çултан иртнĕ граждансем те пур.
- Эпĕ пĕчĕкренех тухтăр пулма, çынсене сыватма ĕмĕтленеттĕм, - пĕлтерчĕ Юлия Ефимова çамрăк специалист. Вăл та Вăрнар тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Ноябрь 2024 |