Хуçалăхсем хастар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.09.2024, 15:24 Просмотров: 299

Округ уй-хирĕ пушансах пырать. Вăрнар округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ - экономика, инвестици ĕçĕсен, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Светлана Шашкарова «Мураты» ял хуçалăх производство кооперативне çитсе курнă.

Хуçалăхра «иккĕмĕш çăкăра» пухса кĕртессипе тĕллевлĕ тăрăшаççĕ. Çĕрулмин пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 125 гектар пулнă. Йăрансем кунран-кунран пĕчĕкленсе пыраççĕ. Çĕрулмин тухăçĕ 250 центнерпа танлашать.

Кооператив ангарĕнче ĕç çыннисем паранкăсене суйлаççĕ. Асаилтеретпĕр, «иккĕмĕш çăкăрăн» лаптăкĕ округĕпе 313 гектар йышăннă. Çак вăхăт тĕлне 194 гектарне кăларнă. Ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вăтам тухăç - 227 центнер.

Кăçал Вăрнар ен аграрийĕсем 54,5 миллион тенкĕлĕх машина-трактор паркне çĕнетнĕ. Палăртмалла, нумаях пулмасть «Кольцовка» агрофирма выльăх апатне хатĕрлекен техникăпа пуянланнă. Хуçалăхра энергие перекетлекен çĕнĕ машина ĕç тухăçлăхне ÿстернине аван ăнкараççĕ. Çавăн пекех агрофирмăра çĕнĕ КамАЗ-манипулятор туяннă.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика