Салтак киле таврăнчĕ…83 çултан

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.10.2024, 15:25 Просмотров: 101

Çын хыпарсăр çухалмасть, теççĕ халăхра. Çакна эпĕ тепĕр хут çирĕплетсех калама пултаратăп. Шăп 83 çултан, «халĕ тин тупăнаймĕ ĕнтĕ» тесе каланă хыççăн, салтак тăванĕсем патне таврăнчĕ.

Ман сăмах Иван Васильевич Волков çинчен пулĕ.

Çурла уйăхĕн вĕçĕнче кĕтмен çĕртен ман пата Вăрнарти историпе краеведени музейĕн директорĕ Елена Ивановна Шарипова шăнкăравласа Тюмень хулинчи «Кречет» шырав отрячĕ пулăшу ыйтнине пĕлтерчĕ. Ку отряд Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хыпарсăр çухалнă салтаксене шырать. Тверь облаçĕнче черетлĕ шырав экспедицийĕ ĕçленĕ вăхăтра отрядри 11 çулти боец Семен Привалов салтак медальонне тупнă. Паллах, медальона тасатса йĕркене кĕртме çăмăл пулман. Анчах тăрăшни сая кайман. Пилĕк талăк тĕрлĕ меслетсемпе усă курса тасатнă хыççăн отряд командирĕ Андрей Ковалевский медальон ăшĕнчи хута вулама май килтернĕ: Волков Иван Васильевич, 1910 çулта Калинин районне кĕрекен Мăн Явăш ялĕнче çуралнă. Отряд членĕсем çар базин пĕлтерĕвĕсем тăрăх Иван Васильевич Волков 242-мĕш стрелковой дивизин 897-мĕш полкĕнчен пулнине пĕлнĕ. Анчах унăн ячĕ пĕр Асăну кĕнекинче те пулман. Отряд членĕсем парăнма шутламан. Епле пулсан та салтакăн тăванĕсене тупмах ĕмĕтленнĕ. Ку ĕçе отрядри боец Катя Привалова хăйне шанса пама ыйтнă. Унăн аслашшĕпе асламăшĕ Чăваш Республикинчи Çĕрпÿ районĕнчен пулнă, медальона вара унăн ывăлĕ Семен тупнă.

Эпĕ хам Мăн Явăш ялĕнче çуралнă. Паянхи кунчченех ку тăрăхра пурăнатăп, ял çыннисене аван пĕлетĕп. Чылай шутланă хыççăн Мăн Явăшри Дарья Волкова çинче чарăнса тăтăм. Ку хĕрарăма эпĕ ачаранах палланă. Вăл ман куккасем патне пĕрмаях пырса çÿретчĕ. «Инке» тетчĕç ăна пурте. Упăшки вăрçăра хыпарсăр çухалнине те асăнатчĕ. Мăн Явăшра Волков хушаматлă çынсене те урăх аса илеймерĕм. Аслă ăрури çынсемпе канашласа пăхнă хыççăн шухăш татах çирĕпленчĕ. Каярахпа Дарья Волкова Уйкас Явăша Миша Петровсем патне пырса çÿренине аса илтĕм. Михаил Петровăн мăшăрĕ унăн йăмăкĕн, Нина Петровнăн, телефон номерне пачĕ. Катя унпа çыхăнчĕ. Нина Петровна ырă хыпар пĕлтернĕ: Дарья Волковăн ывăлĕ Владимир Шупашкарта пурăнать, 84 çулта. Унăн мăнукĕсем те пур.

«Иван Васильевичăн тăванĕсем кăмăллă çынсем», - каласа кăтартать Катя. Паллах, вăрçă хыççăн мăшăрĕ тата ачисем ашшĕне шыраттарнă, унăн шăпипе интересленнĕ. Нимех те тупайман. Отряд членĕсем вара базăри даннăйсем тăрăх Мăн Явăшран пĕр боец кăна çак хушаматпа вăрçа кайнине пĕлме пултарнă.

Çемье архивĕнче Иван Васильевичăн 1933 çулта çырнă çырăвĕ те упраннă. Çырура тата медальонра пĕр почерк! Тăванĕсен куçĕсенче савăнăç куççулĕ йăлтăртатнă, нимĕнле иккĕленÿ те юлман. Вăлах, Иван Васильевич!

Эппин, Иван Васильевич Волков – Мăн Явăш çынни. Кунтах çуралнă. Тăванĕсем каланă тăрăх, шкулта аван вĕреннĕ. Колхоз йĕркелес ĕçе активлă хутшăннă, 1935 çулта Дарья Петровнăпа пĕрлешнĕ. 1936 çулта çамрăк çемьере пĕрремĕш ывăл – Геннадий - çуралнă. Каярахпа икĕ хĕр, анчах вĕсем пĕчĕклех вилнĕ. 1940 çулта Владимир ывăлĕ çут тĕнчене килнĕ.

Иван Васильевича колхоз председательне лартасшăн пулнă. Çав тĕллевпе ăна Калинин хулине вĕренме янă. Вĕреннĕ çĕртенех финн вăрçине илсе кайнă. Иван Васильевич киле 1941 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче кăна таврăннă. Тепĕр кунне ăна военкомата чĕнтернĕ, хальхинче - фашистсемпе çапăçма.

Иван Васильевич кăçалччен хыпарсăр çухалнисен шутĕнче пулнă. Дарья Петровна мăшăрне кĕтсе илеймен, 2005 çулта пурнăçран уйрăлнă.

Авăн уйăхĕн 25-29-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри шырав отрячĕсен слечĕ иртрĕ. Ун вăхăтĕнче Волковсен пысăк çемйине салтак медальонне тавăрса панă. 83 çултан салтак тăван ене таврăнчĕ.

«Кречет» шырав отрячĕ 1998 çулта йĕркеленнĕ. Çак çулсенче отряд боецĕсем вăрçă вăхăтĕнче хыпарсăр çухалнă 1500 ытла салтак вилтăприне «çĕкленĕ», вĕсен тăванĕсене 250 медальон тавăрса панă.

Зоя КАЗАКОВА. Мăн Явăш

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика