Чи ăстисене палăртнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.10.2024, 15:27 Просмотров: 232

Погрузчик водителĕсен конкурсĕ... Кун пекки Вăрнарта халиччен пулманччĕ-ха. Паян вара çирĕплетсех калаятпăр: ку чăннипех те техникăна пăхăнтарма пултаракан «виртуозсен» тупăшăвĕ. Ун пеккисем вара пирĕн патра та пур.

Конкурса Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче çул панинчен тĕлĕнмелли çук пулĕ. Кунта чи хăюллă, пурнăçлама кăткăс пек туйăнакан идейăсем те çăмăллăнах ĕçе кĕреççĕ. Ăмăртăва йĕркелес шухăш предприяти представителĕсем малтан «StaplerCup2024» тупăшăва Атăлçи федераллă округ шайĕнче, каярахпа Мускаври финалта хутшăннă хыççăн çуралнă. Дмитрий Ласкеев унта призерсен шутне кĕнĕ. Вăлах тăван предприятире иртнĕ тупăшăвăн тĕп судйи пулса тăнă.

«Завод маçтăрĕсем» конкурсра погрузчиксемпе ĕçлекенсем 11-ĕн хăйсене тĕрĕслеме кăмăл тунă. Палăртнă кун ăмăртусем автотранспорт цехĕн пĕр пÿлĕмĕнче анлăн çаврăннă, кунта ятарлă площадка та хатĕрленĕ. Конкурсантсен икĕ задани пурнăçлама тивнĕ. Пурте профессионалсем ĕнтĕ, анчах пăлханусăр мар, паллах.

Пĕрремĕш задани - «Паллетсенчен çурт хăпартасси». Кунта участниксем чăн-чăн асамлăх кăтартнă темелле. Куракансем вĕсем погрузчик «сенкисене» тĕп-тĕрĕс лартнине, конструкцие пухнине, мечĕке ÿкермесĕр пĕр тикĕс куçса çÿренине тĕлĕнсе пăхнă.

Иккĕмĕш ĕç тата йывăртарах. Ун ячĕ - «Башня çинчи турилкке». Хальхинче водительсен погрузчик «сенкипе» урайĕнчен турилккесене илсе тата кăткăсрах конструкци пухма тивнĕ. Вĕсем унпа çаврăнса çÿреме тытăнсан вара залра шăп-шăпăрт пулса тăнă: участниксемшĕн пăлханса пурте кашни хусканăва тимлĕ сăнанă.

Ăнăçу, паллах, иккĕллĕ. Хăш чух конкурсантсене çăмăл килмен: турилккесем те конуссем çинчен вĕçсе аннă. Апла пулин те водительсем парăнман - ĕçе çĕнĕрен пуçăннă, задание тата асăрхануллăрах пурнăçланă. Ĕçтешĕсем чун-чĕререн хавхалантарни те çĕклентернĕ вĕсене.

Икĕ сехет çивĕч тупăшу, калама çук пысăк тимлĕх... - тинех çĕнтерÿçĕ ячĕ паллă. Судьясен ушкăнĕн хаклавĕпе чи ăста погрузчик водителĕ - склад хуçалăхĕнче тимлекен Антон Алексеев. Иккĕмĕш вырăна уйрăм хушма хуçалăхсем валли ÿсентăран хÿтĕлевĕн имçамĕсене хатĕрлекен цех транспортировщикĕ Алексей Николаев çĕнсе илнĕ, виççĕмĕшне - 102-мĕш цехăн транспортировщикĕ Александр Иванов. Мала тухнисене чаплă парнесемпе - электроинструментсемпе - чысланă, вĕсем триммера, пăчкăна тата туратсем касмалли хатĕре тивĕçнĕ. Уйрăм заданисене чи ăста пурнăçланисене те - Антон Алексеевпа Сергей Илюхина ?склад хуçалăхĕ% - ятарлă парнесемпе хавхалантарнă.

Пĕрремĕш опыт ăнăçлă иртнĕ темелле. Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче ырă пуçарăва малалла та тăсасшăн. Çитес çул конкурса хутшăнма «Август» компанин ытти предприятийĕсен погрузчик водителĕсене те йыхравласшăн.

Людмила ИВАНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика