Мушенниксем çынсене çаратас тесе çĕнĕрен те çĕнĕ схема шутласа кăлараççĕ.
Юлашки вăхăтра анлă сарăлнисенчен пĕри - çынсем патне çыхăну операторĕсен ятĕнчен шăнкăравласа йÿнĕрех тариф сĕнни. Вĕсем суйса абонентсене «подключени гарантийĕ» валли тесе укçа куçарма сĕнеççĕ.
Пĕр тĕслĕх. Мушенниксем оператор ятĕнчен шăнкăравласа тарифа çур хак таран чакаратпăр, кашни икĕ уйăхра тариф хăйне хăех тăсăлать тесе суйнă. Ултавçăсем укçана гаранти валли тÿрех икĕ уйăхлăх куçарма ыйтнă. Анчах та хăйсен кĕсйине «хулăмлатсанах» çухалнă.
Çыхăну компанийĕсем кунашкал лару-тăрăва лекес мар тесен информацие çыхăну операторĕн официаллă сайтĕнче е ятарлă лавккисенче тĕрĕслеме сĕнеççĕ.
Юлашки икĕ çулта Раççейре пĕтĕмпе 1,5 миллиона яхăн киберпреступлени çырăннă, юлашки виçĕ çулта вара мушенниксем çĕршывра пурăнакансенне 350 миллиард ытла тенкĕ вăрланă, укçана ют çĕршыва кăларнă.
Раççей ШĔМ-ĕн даннăйĕсем тăрăх, кăçалхи çичĕ уйăхра IT-преступленисенчен тÿснĕ тăкак 99 миллиард тенкĕпе танлашнă, 2023 çулта вара - 156 миллиард тенкĕ. Кăçал 577 пин ытла IT-преступление шута илнĕ, вĕсенчен 437 пин тĕслĕхĕ - мушенникла ĕçсем тата вăрлани. Центробанк даннăйĕсем тăрăх, мушенниксем Раççей çыннисенне пĕлтĕр 15,8 миллиард тенкĕ вăрланă.
Ултавçăсем укçа вăрлас тесе тем тĕрлĕ схемăпа та усă кураççĕ, сценарисене çĕнетсех пыраççĕ. Ĕнентермелли мелсемпе усă кураççĕ. Преступленисем ытларах чухне çынна тăрук хăратса пăрахаççĕ.
Ан манăр: палламан çынсене нихăçан та, никама та телефонпа е СМС-па хăвăрăн паспорт даннăйĕсене, банк картти çинчи сведенисене ан калăр. Банк тата патшалăх структурисен сотрудникĕсем кунашкал информацие нихăçан та ыйтмаççĕ. Ку даннăйсене социаллă сетьсене, форумсемпе тĕрлĕ сайтсене ан вырнаçтарăр, компьютерпа телефон çинче ан упрăр.
Сирĕн ятпа кредит илеççĕ е иккĕленÿллĕ операци пурнăçлаççĕ тенине, вклад тĕлĕшпе пысăк тупăш сĕннине, укçа-тенкĕне ятарлă счет çине куçарма ыйтнине ан ĕненĕр. Телефона тÿрех сÿнтерсен аван. Карттăн хыçал енчи номерĕпе банка шăнкăравласа тĕрĕслĕр.
Центробанкран текен шăнкăравсем тĕлĕшпе те нимĕнле операци те ан пурнăçлăр. Раççей Тĕп банкĕ счетсем уçмасть тата вăл уйрăм çынсемпе ĕçлемест. Çакна ан манăр!
Шар курнă çынсене шырама аякка каймалла мар. Мушенниксем Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакансене те сĕмсĕррĕн чике тăршшĕ лартнă. Кăçал кăна вĕсенне 3 миллион ытла тенкĕ вăрланă. Пĕлтĕр вара - 8 миллион тенкĕ ытларах. Чăваш енре вара пĕлтĕр аферистсене пула çынсем 1,2 миллиард тенкĕсĕр юлнă. Кăçалхи çичĕ уйăхра вĕсене 543 миллион тенкĕлĕх шар кăтартнă...
Светлана ЧИКМЯКОВА
Ноябрь 2024 |