Икĕ çынна таптанă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.05.2018, 09:32 Просмотров: 565

Самантра икĕ пурнăç сарăмсăр татăлнă – Вăрнарта каллех хăрушă инкек. «Калинино – Патăрьел – Елчĕк» автоçул çинче поселокри автозаправка станцийĕ çывăхĕнче пулнă вăл – упăшкипе арăмĕ бензин турттаракан пысăк машина ураписем айне лекнĕ.

«Синкер ĕç ытларикун каç еннелле пулса иртнĕ. Кÿрсе килнĕ бензина пушатса заправка станцийĕнчен тухакан пысăк машина 67-ри арçынпа 65-ри хĕрарăма таптанă. Йывăр аманнă арçын инкек вырăнĕнчех вилсе кайнă. Мăшăрне больницăна леçнĕ, анчах, шел, унăн пурнăçне те çăлса хăварайман. Мĕнле сиксе тухма пултарнă çакăн пек синкерлĕ инкек – хуравне пуренлĕ тĕрĕслев парĕ. Тĕплĕ тишкерÿ-тĕпчев мероприятийĕсем иртеççĕ», – пĕлтерчĕç районти ГИБДД уйрăмĕнчен.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика