Танкист ячĕпе – палăк

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.05.2018, 09:34 Просмотров: 539

Кивçурт Енĕшре ку ялта çуралса ÿснĕ паттăр танкист Тимофей Алексеевич Алексеев ячĕпе Асăну плити уçнă. Çавна май торжествăлла митинг иртнĕ.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕ Владимир Венедиктов хутшăннă.

Тимофей Алексеевич 1940 çулта финсемпе çапăçса СССРăн чи пысăк наградине – Ленин орденне тивĕçнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Ленинград фронтĕнче çапăçнă, «Искра» çар операцине хутшăннă. 1943 çулта Ленинград облаçĕнчи Рабочи поселокне ирĕке кăларнă чухне пуçне хунă. Паттăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă, вилнĕ хыççăн.

Асăну плитине ялти пуçаруллă çамрăк Вячеслав Алексеев тăрăшнипе лартнă. Енĕшри чиркÿ настоятелĕ палăка çветтить тунă.

Пухăннисем умĕнче Тимофей Алексеевăн пĕртăванĕн хĕрĕ Мария Григорьева тухса каланă, пухăннисене хăйĕн куккăшне манманшăн тав тунă.

Каламалла, ялта паттăр танкистăн йăмăкĕ Евдокия Алексеевна пурăнать. Вăл 99-та.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика