Правительство кунĕн йĕркипе Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕпе Виктор Горбуновпа, депутачĕсемпе Роман Алексеевпа, Владимир Свешниковпа пĕрле Вăрнар округĕн ертÿлĕхĕпе, аграри тытăмĕн, территори пайĕсен пуçлăхĕсемпе тĕлпулу ирттерчĕ.
Сергей Артамонов Вăрнар округĕнчи агропромышленность комплексĕн аталанăвне тишкерчĕ, иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ, «Агроÿсĕм» стратегин малашнехи ĕç тĕллевĕсене палăртрĕ.
Чăваш ен пилĕк çул каярах хăшпĕр кăтартупа Атăлçи федераци округĕнче малтисен ретĕнче пырайман. Аграрисем патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курни, хастарлăха чакарманни ĕç кăтартăвĕсене пысăклатма май панă. «Халĕ эпир ял хуçалăх продукцине 100 гектар çĕр пуçне туса илес енĕпе Атăлçи федераци тăрăхĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнатпăр», - терĕ вице-премьер.
Агропрома тĕрлĕ енсемпе аталантарма май пур. Пысăк инвестици проекчĕсем калăпăшлă ĕçе пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ. Акă, хальхи вăхăтра хăмла отрасльне аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ÿсентăранăн ырă шăршăллă сорчĕсем пĕлтĕр вăйлă тухăç панă. «Симĕс ылтăн» плантацийĕсене пысăклатассине, хăмлана вырăнтах тирпейлес енĕпе çĕнĕ комплекс çĕклессине 2030 çулччен пурнăçа кĕртмелле. Тепĕр пилĕк çултан мĕнле тăрăшнине пĕтĕмлетмелле пулĕ. Инвестици проекчĕсене пурнăçлани халăха çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерет.
2025 çул пуçламăшĕнче «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство» наци проекчĕ вĕçленчĕ. 5 çулта республикăри 296 фермер гранта тивĕçнĕ. Вăрнар енчи хастарсем те патшалăх пулăшăвĕпе усă курчĕç. Паллах, пĕчĕк тытăмри хуçалăхсем валли грантсем малалла та пулĕç. Патшалăх тĕрев пани ĕçлекенсене хавхалантарать, пуçаруллă утăмсем тума пулăшать.
Кăçал Чăваш енри АПК-на тата ял территорийĕсене аталантарма федераци тата республика бюджечĕсенчен 4,55 миллиард тенкĕ уйăрнă. Сергей Геннадьевич ку сумма пĕлтĕрхинчен 32,5 процент ытларах тесе пĕлтерчĕ. Вăрнарти ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисем министрпа калаçнă чухне хăйсен шухăшĕсене уççăнах палăртрĕç. Китайра кăларнă техникăна туяннă тăкакшăн пĕр пайне саплаштарма субсиди иртнĕ çулхи пекех пăхса хăварма сĕнчĕç, сенаж хывмалли грузовиксем пахалăхлă пулнине çирĕплетрĕç. Вице-премьер сĕнĕве шута илчĕ.
Сосновски пултăранĕ тавра та калаçу пычĕ. Сиенлĕ ÿсентăран лаптăкĕсене тĕрĕс пĕлтермелле тесе палăртрĕ ведомство ертÿçи. Тĕслĕх те илсе кăтартрĕ. «Правда» хуçалăх пулнă территорире наркăмăшлă ÿсентăран пусса илнĕ лаптăк çуллен вăйланса пырать. Иртнĕ ĕмĕрте выльăх-чĕрлĕхĕн апат базине пуянлатма ĕрчетнĕ пултăранăн сиенĕ чăннипех пысăк. Сергей Артамонов ертÿçĕсемпе пултăрана хирĕç кĕрешес ĕçе епле йĕркелесе пымаллине сÿтсе яврĕ.
Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшу тăтăшах кирли каламасăрах паллă. Пархатарлă тивĕçрен пăрăнманшăн Сергей Геннадьевич ял хуçалăх таварне туса илекенсене ырларĕ. Хастар ертÿçĕсене Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕпе чысларĕ.
Вĕсем - Николай Аливанов ?Вăрнарти аш-какай комбиначĕ%, Андрей Петров ?«Санары»%, Валерий Шумилов ?К.Маркс ячĕллĕ кооператив%, Геннадий Спиридонов ?«Мураты»% тата ыттисем.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Февраль 2025 |