Мунча çуннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.03.2025, 18:56 Просмотров: 67

Асăрханулăх, тата тепĕр хут асăрханулăх. Пĕрмаях сыхă пулни кăна япăххинчен сыхласа хăварма пултарать. Вăл шутра - вут-çулăм пысăк çухату кÿрессинчен те. Çакна манман пулсан чылай инкек çырăнмĕччĕ те...

Шел те, иртнĕ эрнере округра тепĕр пушар тухнă. Хальхинче «хĕрлĕ автан» Калинино салинче алхаснă, пĕр хуçалăхра мунча çуннă. МЧС-ăн республикăри Тĕп управленийĕн информацийĕ тăрăх, инкек сăлтавĕ электропроводкăн кĕске замыканийĕ пулма пултарнă.

Асар-писер çулăм йывăç хуралтăна пĕтĕмпех тĕп тунă-мĕн. Юрать, унăн çулне вăхăтра пÿлнĕ, юнашарти пÿрт çине куçма паман. Пушара 30 тăваткал метр лаптăкра путлантарнă, ăна сÿнтерме икĕ пушар техники хутшăннă.

МЧС сотрудникĕсем асăрхаттараççĕ: кил-хуçалăхра, йăлара пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла. Вут-çулăм кăларма пултаракан приборсемпе оборудовани, электропроводка юсавлăхĕ те тĕрĕслеврех пулмалла, вĕсемпе асăрхануллă усă курмалла.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика