Сывă ăру - çирĕп çĕршыв

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.03.2025, 19:04 Просмотров: 127

Мартăн 10-мĕшĕнчен республикăра «Таса ăру - 2025» оперативлă профилактика операцийĕ пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ - çула çитменнисем хушшинче наркомание сарăлма парас марри, вĕсем право йĕркине пăсассине асăрхаттарасси тата ачасемпе çамрăксене наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă киревсĕр ĕçсене явăçтарассинчен хÿтĕлесси. Çавăн пекех çамрăксен право пĕлĕвне ÿстересси, наркотиксемпе усă курнăшăн е вĕсене саккунсăр майпа сарнăшăн яваплăха ăнлантарасси те мала тухать.

Профилактика ĕçĕ Вăрнар округĕнче те анлă иртет. Унта шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсемпе пĕрле профилактикăн мĕнпур службисен представителĕсем те хутшăнаççĕ. Чи малтанах кашни вĕрентÿ учрежденине çитсе ачасемпе тĕл пуласси, право темисемпе калаçусем йĕркелесси тĕпре.

Операци старт илнĕ кунах, акă, полицин «Вурнарский» пайĕн, Вăрнарти халăха социаллă тивĕçтерÿсем кÿрекен центрăн, округ администрацийĕн КДН представителĕсен ушкăнĕ Кÿстÿмĕр, Кульцав тата Пăртас шкулĕсенче пулнă, асăрхаттару тĕллевлĕ ыйтусемпе калаçнă. Вĕсем наркотиклă веществосене упранăшăн, сарнăшăн тата усă курнăшăн административлă тата уголовлă яваплăх кĕтнине, ку усал пулăмпа çыхланса çамрăклах пурнăçа аркатма кирлĕ маррине ăнлантарнă.

«Таса ăру - 2025» профилактика операцийĕ мартăн 19-мĕшĕччен пырать. Тĕлпулусем кашни вĕрентÿ учрежденийĕнче пур енлĕ иртеççĕ.

Эльвира ТАТАРОВА,

полицин «Вурнарский» пайĕн çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен аслă инспекторĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика