Пĕрлехи вăйпа Çĕнтерĕве çывхартатпăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.03.2025, 19:05 Просмотров: 83

Паянхи кун Раççейшĕн лăпкă мар лару-тăрура пирĕн ентешсем хастарлăхпа палăраççĕ, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ. Мăн Явăшри вăтам шкулта ятарлă çар операцине хутшăнакан Сергей Кустинпа ăшă тĕлпулу йĕркеленĕ.

Сергей Михайлович кĕске отпускра. Тăван яла çывăх çыннисене, тăванĕсене курма килнĕ. Çар служби, хăй мĕншĕн салтак çулне суйласа илни, тусĕсемпе пĕрле йывăрлăхсене çĕнтерсе пыни пирки каласа кăтартнă. Тĕлпулу кăсăклă иртнĕ. Хаклă хăна вĕренекенсен ыйтăвĕсене хуравланă. Ачасем паттăр салтака хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă: юрă шăрантарнă, ташă ăсталăхне кăтартнă.

Сергей Михайлович хăйне хисепленĕшĕн вĕренекенсене, учительсене чĕререн тав тунă. Çамрăк салтака çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, хăвăртрах Çĕнтерÿпе таврăнма суннă. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçине Георги хăйăвĕсем парнеленĕ. Пĕрне Сергей Кустинăн кăкăрĕ çине çакнă, теприне унăн командирĕ валли парса янă.

Мăн-явăшсем ытти ял тăрăхĕнче пурăнакансем пекех ентеш-салтаксене пулăшас ĕçрен аякра тăмаççĕ. Хÿтĕлев тетелĕсем, ăшă нускисем çыхаççĕ, кĕпе-йĕм çĕлеççĕ, гуманитари пулăшăвĕ пухаççĕ, шкул ачисем окопра усă курмалли çуртасем хатĕрлеççĕ. Сергей Кустин тăван ен тĕревне туйни СВО участникĕсене вăй-хал парса тăнине палăртнă.

- Пĕрле эпир вăйлă. Тăшман çĕнтереймĕ, - тенĕ паттăр.

Сергей Михайлович «Çăлтăрпа зарядка» акцие те хутшăннă, Мăн Явăш шкулĕнче ăс пухакансемпе физкультура урокĕ ирттернĕ. Хăй те пĕлÿ çуртĕнче ăс пухнă чух спортпа туслă пулнă. Вăл Туçи Мăрат шкулĕнчен вĕренсе тухнă.

Вĕрентÿ учрежденийĕ «Çăлтăрпа апат çини» республика проектне пурнăçлама та хастар хутшăнать. Ятлă-сумлă хăнасенчен пĕри шăпах та Сергей Кустин пулнă. Ăна ачасемпе пĕрле апатланма чĕннĕ. Хаклă хăнана тĕлпулăва килнĕшĕн, шкул пурнăçне хутшăннăшăн ăшшăн тав тунă.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика