Вăрман инспекторĕсем вăрман территорийĕсене пăхса асăрхасах тăраççĕ. «Симĕс патшалăхра» йывăç-тĕм мĕнле упраннине тĕрĕслеççĕ.
Сиенленнĕ тĕслĕхсене тупса палăртсан вырăнти лесничествăсене пĕлтереççĕ. Вĕсем вăрмансене хÿтĕлес енĕпе малалла мероприятисем ирттерĕç.
Кунсăр пуçне инспекторсем вăрман çинчен калакан саккуна пăсасран асăрхаттараççĕ.
Сăмахран, Шупашкар лесничествин территорийĕнче патрульте çÿренĕ чухне вĕсем çынсемпе тĕл пулнă. Вăрмансенче пушар тата санитари хăрушсăрлăхĕн правилисене пăсассине асăрхаттарас тĕлĕшпе граждансемпе ăнлантару калаçăвĕсем ирттернĕ. Саккуна пăхăнманшăн явап тытмалли мерăсене те инспекторсем уçăмлатса панă.
Аса илтеретпĕр, йывăçсене каснă тĕслĕхсене, çавăн пекех вăрмансенче санитари тата пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăсакансене курсан вăрман хуралĕн регионти талăкĕпех ĕçлекен диспетчер службине 8 ?8352% 40-22-33 телефон номерĕпе шăнкăравласа пĕлтермелле.
Елена ТОЛСТОВА
Апрель 2025 |