Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа чылай ентеш Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеме хайсен ирĕкĕпе, чун туртнипе, сăваплă тивĕçе пурнăçлама çар ретне тăчĕç. Çак вăхăтра çар задачисене пурнăçланă чухне паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса пысăк патшалăх наградисене те тивĕçрĕç.
Нумаях пулмасть черетлĕ ырă хыпар çитрĕ: пирĕн ентеше Дмитрий Анатольевич Фирсова Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе Хăюлăх орденĕпе наградăланă. Çак кунсенче наградăна паттăрăн амăшне Вера Алексеевнăна Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссариатĕнче панă.
Дмитрий 1989 çулта Вăрнарта çуралнă, 2-мĕш вăтам шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Чылай çул суд приставĕсен Вăрнар районĕн уйрăмĕнче вăй хунă. Мускав тата ытти хуласенче вахтăпа ĕçленĕ.
Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан 2023 çулта Дмитрий хăй ирĕкĕпе çар ретне тăнă. 2024 çулхи июнь уйăхĕнче вăл хытах аманнă. Чылай вăхăт госпитальте сипленнĕ. 2025 çулта вăл Оборона министерствипе контракт çырса тепĕр хут Украинăна тухса кайнă. Хальхи вăхăтра паттăр салтак «Черные гусары» ятлă мухтавлă подразделенире штурмовик пулса çапăçать.
Килте юратнă ашшĕне икĕ пĕчĕк хĕрĕ çĕнтерÿпе таврăнасса кĕтеççĕ. Дмитрий ачисемшĕн те, ытти çывăх çыннисемшĕн те чăн-чăн Герой. Вĕсем унпа тивĕçлипех мухтанаççĕ.
Оксана СЕМЕНОВА
Апрель 2025 |