Çывăрма чăрмантарнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.06.2018, 10:55 Просмотров: 414

Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви органĕсем районта пулнă тепĕр тискер преступление тишкерсе следстви ĕçĕсене вĕçленĕ. Айăплав пĕтĕмлетĕвне прокурор çирĕплетнĕ хыççăн ĕçе суда пăхса тухма янă.

Хăрушă преступлени каллех çын пурнăçне сĕмсĕррĕн татнипе çыхăннă, вăл кăçалхи мартăн 8-мĕшĕ умĕн пулнă. Çак уяв умĕнхи каç Чăрăш Ишекри 44-ри арçын пĕрле хут уйăрттармасăр пурăннă хĕрарăма вĕлернĕ тесе шутлаççĕ.

«Преступление тунă вăхăтра арçын урă пулман. Вăл кравать çинче юнашар выртнă хĕрарăма кăкăртан çĕçĕпе яшлаттарнă, суранĕ чĕре тĕлне тивнĕ. Мĕншĕн тетĕр-и – хĕрарăм телевизора сÿнтермесĕр çывăрма чăрмантарнăран иккен. Çĕçĕпе чикнĕ хыççăн хайхи арçын тепĕр айăк çине çаврăннă та тинех «канлĕн» çывăрса кайнă. Хĕрарăмăн вара кăшт вăхăт иртсен чĕри тапма чарăннă. Юнашар ыйха туртнă арçын çакна вăрансан кăна сиснĕ.

Айăпланакана следователь ходатайствипе суд ларăвĕчченех хупса лартнă. Вăл ку тискерлĕхе тума пултарни унăн хăйĕн сăмахĕсемпе, свидетельсен, чылай экспертизăн кăтартăвĕсемпе çирĕпленет.

Ăна РФ Уголовлă кодексĕн 105-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе (вĕлерни) айăплав тăратнă», – пĕлтерет Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика