«Куçа курăнман фронтри» боецсем вăрçăра хастарлăхпа, хăюлăхпа палăрнă.
Федор Васильевич Головлев Вăрнар тĕп больницин чи маттур тухтăрĕсенчен пĕри шутланнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче медицинăпа санитари батальонĕнче хирургра ĕçленĕ.
Федор Васильевич ăста специалист пулнă май нумай фронтовике «иккĕмĕш пурнăç» парнеленĕ.
Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 2 степень орденĕпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Çапăçура палăрнăшăн», «Берлина илнĕшĕн», «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» медальсемпе чысланă.
1948 çулта медслужба подполковникĕ демобилизаци йĕркипе киле таврăннă.
1948 çултан тытăнса Вăрнар тĕп больницинче ĕçленĕ, 1960 çулччен - тĕп врачра.
Федор Головлев врач-хирург паттăрлăхăн кăткăс çулне утса тухнă.
Федор Васильевич пек харсăр та паттăр врачсене пула чылай аманнă салтак чĕрĕ юлнă, вăрçăран киле таврăннă.
Апрель 2025 |