«Ветерансем - вырăнти влаçа пулăшакансем»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.04.2025, 19:30 Просмотров: 62

Муркаш округĕнче республикăн агропромышленноç ветеранĕсен союзĕн правленийĕн ларăвĕ иртнĕ.

Пуху округ администрацийĕн залĕнче пулнă. Ăна АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ Александр Самылкин ертсе пынă. Вăл союзăн 2024 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен доклад тунă, республика Аслă Çĕнтерĕве çывхартнăранпа - 80 çул, Чăваш автономи облаçĕ 105 çул тултарнине уявлама хатĕрленнĕ май ветерансен умне тухса тăракан тĕллевсене палăртнă.

Çак кунсенче союз 13 çул тултарнă. Паян унăн ретĕнче - 537 ветеран. Александр Самылкин республика ертÿлĕхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ май вăрçă инваличĕсене, участникĕсене, концлагерьсенче нушаланнисене, салтаксен тăлăх арăмĕсене, тыл ĕçченĕсене, вăрçă ачисене пĕр хут тÿлевпе тивĕçтерме йышăннине пысăка хунине çирĕплетнĕ.

Александр Самылкин АПК ветеранĕсен союзĕн Вăрнар округĕнчи уйрăмĕ хăйĕн мероприятийĕсене тĕплĕн хатĕрленсе ирттернине палăртнă. Çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парассипе, СВО-на хутшăнакансем патне гуманитари пулăшăвĕ çитерессипе, пурнăçран уйрăлса кайнă ветерансене сума суса Асăну хăмисем уçассипе тĕллевлĕ тăрăшнине, ветерансем вырăнти влаçа пулăшакансем пулнине çирĕплетнĕ. АПК ветеранĕсен союзĕн правленийĕн ларăвне вăрнарсен делегацийĕ те хутшăннă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика