Грант илме пултараççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.04.2025, 19:31 Просмотров: 63

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене çă-мăллăхсемпе тивĕçтересси Раççей Правительствин тĕп задачисенчен пĕри.

Çавна май çар çыннисен тата вĕсен çемйисен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе çĕнĕ пулăшу мерисем ĕçе кĕреççĕ.

2025 çултан ятарлă çар операцине хутшăнакансем ял хуçалăхĕнче предприниматель ĕç-хĕлне пуçласа ярса аталантарма грант илме пултараççĕ. Январĕн 1-мĕшĕнчен «Агромотиватор» программа вăя кĕнĕ. СВО ветеранĕсене унта хутшăнма пуренлĕ пулăшу кÿреççĕ: çĕр участокне туянса кирлĕ документсене тăратма тата отчетсене хатĕрлеме.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, агробизнеса аталантарма патшалăх пулăшăвне 5 млн тенкĕ таран илме пулать. Çак укçа-тенкĕпе производство тата склад хуралтисене хăпартма, юсав ĕçĕсем ирттерме тата çĕнетме, вĕсене коммуникаци сечĕсемпе çыхăнтарма, ял хуçалăх выльăхĕ ?сыснасемсĕр пуçне%, кайăк-кĕшĕк, пулă ĕрчетмелли материал тата нумай çул ÿсекен культурăсем туянма юрать. «Агромотиватор» гранта конкурс йĕркипе параççĕ. Унта хутшăнмалли датăна каярахпа пĕлтерĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика