Июнĕн 22-мĕшĕ – Раççей историйĕнчи куççульпе тулнă хурлăхлă дата. Çулсерен çак кун фашистсем пирĕн çĕршыв çине вăрă-хурахла, сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнине аса илетпĕр. Çĕр çинчи тăнăçлăха, халăхсемпе нацисем хушшинчи туслăхпа килĕшÿлĕхе упрамалли çинчен калаçатпăр.
Çĕршывĕпех астăвăм мероприятийĕсем иртеççĕ: паянхи ăру этемлĕхе ирĕке кăларнă çĕнтерÿçĕсен ячĕсене манăçа кăлармасть.
Астăвăмпа хурлану кунне халалласа Раççей Шалти ĕçсен министерстви те «Ыран пулнă вăрçă» ятпа социаллă акци пуçарнă. Çапла майпа полици сотрудникĕсем нумай нациллĕ халăхăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи паттăрлăхне мухтаса тав тăваççĕ.
Вăрнарти йĕрке хуралçисем те пĕтĕм Раççейри акцие хастар хутшăннă. Вĕсемпе пĕрлех – шалти ĕçсен районти пайĕн ветеранĕсем, обществăлла канаш представителĕсем. Вĕсем вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса лартнă монумент умне чечексем хунă, ырă йăлана кĕнĕ тăрăх çуртасем çутнă.
«Паянхи мирлĕ пурнăç çĕнтерÿçĕ-ăрушăн мĕн хака ларнине никамăн манма юрамасть. Вĕсен хăюлăхĕпе чăтăмлăхĕ, паттăрлăхĕ умĕнче пуç таятпăр», – теççĕ полици сотрудникĕсем, çунакан çуртасем астăвăм яланлăхах «чĕррине» пĕлтерекен символ пулнине палăртса.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |