Алла-аллăн çур ĕмĕр пĕрле

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.04.2026, 13:18 Просмотров: 86

Шăпа пилленĕ кун-çул сукмакĕпе çур ĕмĕр пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе, хуйхи-суйхине те, телей-савăнăçне те пĕрле пайласа туслă пурăнакан

мăшăрсем чăннипех пысăк ят-сума тивĕçлĕ. Вĕсем ял-йышра та, округра та хисепре, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕхре. Ылтăн туй ячĕпе мăшăрсене саламласси йăлана кĕни ырă пулăм. Ака уйăхĕнче Уйкас Юнтапари Яблочкинсем патне те сумлă хăнасем килнĕ, паллă датăпа ăшă салам çитернĕ.

Çемье историйĕ 50 çул каялла, 1976 çулта пуçланнă. Эльбит Михайловичпа Зинаида Наумовна пĕр ялтах çуралса ÿснĕ, пĕр-пĕрне ачаранах пĕлнĕ. Çемье пуçĕ мăшăрĕнчен кĕçĕнрех. Анчах та ку юратакан чĕресемшĕн чăрмав пулман. Маттур каччă çамрăк хĕр кăмăлне çавăрма пултарнă, хăйне качча тухма ыйтнă. Çутçанталăк чĕрĕлсе вăй илнĕ вăхăтра Яблочкинсем хут уйăрттарса çемье çавăрнă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика