Этемлĕхĕн вăйлă çуррин уявĕ тĕлне Чăвашстат республикăра пурăнакан арçынсен статистика портретне хатĕрленĕ.
Иртнĕ çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш енре 576 пин арçын пурăнни паллă. Вăл шутран 345 пинĕшĕ хуласенче, 231 пинĕшĕ – ялсенче. Ытларах пайĕ – ĕçлес ÿсĕмри çынсем – 63 проценчĕ, 16 çула çитичченхи ачасем – 21, ĕçлес ÿсĕмринчен аслăраххисем 16 процент.
Арçынсен вăтам ÿсĕмĕ 37 çул. Хуларисен – 35,2, ялтисен 39,9 çул. 90 çултан иртнисем 930 арçын.
2018 çулта ирттернĕ суйлавлă тишкерĕвĕн малтанхи даннăйĕсем тăрăх, арçынсен 66 проценчĕ (305 пин çын) экономикăра тăрăшать: 25 %-чĕ – строительствăра, 23 %-чĕ – тирпейлекен производствăра, 10 %-чĕ – суту-илÿре, автотранспорт хатĕрĕсемпе мотоциклсене юсанă çĕрте. Ĕçсĕррисем 5,2 процент. Культура, спорт, кану, финанспа страхлакан ĕç-хĕлре вĕсене сайрарах курма пулать.
Чăвашстат уяв тĕлне арçынсене мĕн ытларах парнеленине те тишкернĕ. Чи кĕçĕн хÿтĕлевçĕсене конструкторсемпе, çемçе теттесемпе савăнтараççĕ. Шкул ачисемпе студентсене парне вырăнне – ноутбук, смартфон, роликлă коньки, велосипед. Аслăрах арçынсене – электричество дрелĕ е триммер.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
