Хĕллехи ăмăртусенче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.02.2019, 15:53 Просмотров: 348

Пирĕн халăх çĕршыв историйĕн пулăмĕсене яланах асра тытать, вĕсене анлă паллă тăвать. Кăçал Афганистанран совет салтакĕсене илсе тухнăранпа 30 çул çитрĕ. Нумай çамрăкăн çак вăрçăра пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ, чылайăшĕ сусăрланса таврăнчĕ, психика тĕлĕшĕнчен улшăнса кайнисем те пулчĕç.

Кайри Тукай ялĕ пысăках мар. Апла пулин те çак ял çыннисем Афган вăрçине ултă çамрăка ăсатнă. Вĕсем мĕнле йывăрлăх чăтса ирттернине сăмахпа каласа та параймăн. Телее, улттăшĕ те тăван яла таврăнма пултарчĕç, çемье çавăрчĕç. Анчах та вăрçă суранĕ виçĕ паттăра вăхăтсăрах пурнăçран илсе кайрĕ. Ял çыннисем вĕсене яланах асра тытаççĕ, вĕсен паттăрлăхĕпе мухтанаççĕ.

Нарăсăн 23-мĕшĕнче кунта Афганистан вăрçинче çапăçнă паттăр ентешсене асăнса массăллă ăмăрту иртрĕ. Командăсем биатлон енĕпе, çуран чупассипе, пăшал перессипе, граната ывăтассипе тупăшрĕç, канат туртса вăй виçрĕç. Çăмăл мар кĕрешÿре Алексей Виктарав команди мала тухма пултарчĕ. Футбол вăййи никам çĕнтерейменнипе вĕçленчĕ. Ăмăртусенче мала тухнă кашни спортсмена грамотăсемпе чысларĕç. Вăйăсене ирттерме «Офицерсен союзĕ» обществăлла организацин Вăрнарти уйрăмĕ пулăшрĕ.

Н.ВАСИЛЬЕВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика