Аталанма – патшалăх пулăшăвĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.03.2019, 09:46 Просмотров: 384

Республикăн пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен пĕрлехи реестрĕпе килĕшÿллĕн, кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 46,1 пин пĕчĕк тата вăтам предприниматель ĕçленĕ (2018 çулхи çав кун тĕлне – 46,8 пин).

Пĕлтĕр патшалăх вĕсене пулăшма пурĕ 114,6 млн тенкĕ, çав шутра федераци хыснинчен – 39,307 млн, республика бюджетĕнчен 75,302 млн тенкĕ уйăрнă. Пулăшупа çак категорин 8283 субъекчĕ усă курнă, инноваци енĕпе пуçарулăх кăтартакан центр 2013 çамрăка тĕкĕленĕ. Ку шутран 545-шне производство валли оборудовани туяннипе е ăна модернизациленипе курнă тăкакăн пĕр пайне саплаштарма, микрокивçен пама, шантару тĕллевĕсене пурнăçлама (поручительство) 1139,6 млн тенкĕлĕх (капитализаципе пĕрле) пулăшу кÿнĕ.

5074 субъекта патшалăх пулăшăвне илессипе, предприяти ĕç-хĕлĕнче укçа-тенкĕ çаврăнăшне пĕрремĕш вырăна кăларса планлассипе, производствăна право никĕсĕнче йĕркелессипе тата ыттипе çыхăннă ыйтусемпе усăллă сĕнÿсем панă.

1894 субъекта вăл е ку ыйтăва татса пама, вăл шутра тÿлевсĕрех 80 бизнес-план хатĕрлеме, хулапа ялта пĕчĕк тата вăтам предпринимательсен кунне 26 хут ирттерме (унта 1172-ĕн хутшăннă) пулăшнă.

Пурлăх енĕпе республикăри бизнес-инкубаторсем 108 субъекта, республикăн Индустри паркĕ 23-шне пулăшнă. Кунсăр пуçне ытти енĕпе те тĕрлĕрен пулăшу кÿнĕ.

Хамăр районта та пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх предприятийĕсем экономика аталанăвне курăмлă тÿпе хываççĕ. Пирĕн тăрăхра çулталăк пуçламăшĕ тĕлне ку ушкăнри 752 субъект ĕçленĕ. Пуринчен ытла (çурри енне) – суту-илÿпе обществăлла апатлану тытăмĕнче, 17,5 проценчĕ – ял хуçалăхĕнче, 15,3 проценчĕ – туса кăларакан производствăра, 12,5 проценчĕ – строительствăра.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче тимлекенсем январĕн 1-мĕшĕ тĕлне – 3789 çын (район экономикинче тăрăшакансен 40,2 %).

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика