Пурнăç ÿкерчĕкĕсем хывăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.03.2019, 08:52 Просмотров: 345

Иртнĕ çулсенче «Литературăллă Чăваш ен: çулталăкри чи вулакан кĕнеке» фестиваль-конкурс чылай çĕнĕ те кăсăклă хайлава вулакансем умне кăларчĕ.

Кăçал та вăл 2017 çулта кун çути курнă чăвашла тата вырăсла 162 произведенипе паллаштарать. Чăнах та çивĕч тĕллевсене хускатать вăл: çамрăксене кĕнекепе туслаштарма тăрăшать, чи пултаруллă çыравçă-поэтсен хайлавĕсене халăхра анлă сарать.

Районти тĕп библиотека та конкурса хутшăнса чылай мероприяти йĕркелет. Ял хуçалăх техникумĕнче ирттернĕ «Танец журавля» кĕнеке премьери те вĕсен шутĕнче.

Тĕлпулăвăн тĕп хăни – кĕнеке авторĕ, халăх академикĕ тата Чăваш халăх наукăпа искусствăсен академийĕн президиумĕн членĕ, ЧР Писательсен союзĕн членĕ, Иван Ивник тата Алексей Талвир премийĕсен лауреачĕ Станислав Отрыванов. Унăн пурнăçĕпе пултарулăхне тишкерсе «Строитель. Краевед. Писатель.» электронлă презентаци хатĕрленĕ. Автор хăй пултарулăх анинчи ĕçĕсем пирки каласа пани те пухăннисене çав тери кăсăклантарнă. Станислав Отрыванов тăван тăрăх историне тĕпчессипе нумай ĕçлет. Тишкерĕвĕсене тĕпе хывса документаллă ĕçсем темиçе те пичетлесе кăларнă. «Чужие на своей земле» икĕ томлă романне те вулакансем кăмăлласа йышăнчĕç. «Танец журавля» роман никĕсĕнче вара – пурнăçри чăн тĕслĕхсем, асаилÿсем, архив докуменчĕсем.

Станислав Отрыванов ялсен, вĕсенчи паллă вырăнсен историне тĕпчекенсене, экологи тата таврапĕлÿ енĕпе чи лайăх кĕнекесен авторĕсене Кузьма Элле ячĕллĕ Дипломпа хавхалантарнине пĕлтернĕ. Чăваш халăх наукăпа искусствăсен академийĕн президиумĕн ятĕнчен вăл ку Дипломпа районти виçĕ хастар таврапĕлÿçĕне чысланă: Федор Кузьмина – «Хорнзор Çармăссен вĕçĕмсĕр историйĕ», Николай Алексеевпа Валерий Григорьева «Тăван ялăмăр, Кивçурт Енĕш» кĕнекесемшĕн.

Тĕлпулăва пухăннисен кĕнекесен куравĕпе те паллашма май пулнă. Унта конкурса хутшăнакан кĕнекесене пухнă. Техникум студенчĕсемпе «Тивлет» ансамбль артисчĕсем мероприятие Тăван çĕршыва мухтакан сăвăсемпе тата юрăсемпе илемлетсе пуянлатнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика