Республикăра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерÿсен тÿлевĕсене саплаштарассипе йышăннă мерăсем ăнăçлă ĕçлеççĕ.
Субсидие ку тăкаксем çемьен пĕтĕмĕшле тупăшĕн 22 процентĕнчен иртсен тивĕçеççĕ. Ăна пурăнмалли çуртсен харпăрлăхçисем, çавăн пекех патшалăх е муниципаллă пурăнмалли фондăн çурчĕсемпе усă куракансем те, уйрăм çуртсенче найм килĕшĕвĕпе пурăнакансем те илме пултараççĕ. Ун виçи çемье йышĕнчен тата тупăшĕнчен, регионсен стандарчĕн хакĕнчен килет. Субсидие ултă уйăхлăх параççĕ.
Мартăн 1-мĕшĕ тĕлне субсидие 260 çемье илнĕ, вĕсене пĕтĕмпе 723,9 пин тенкĕ тÿленĕ. Пулăшăва илме Вăрнар хула, Калинино, Çĕрпел ял тăрăхĕсенче пурăнакансем ытларах ыйтса çырнă. Пăртас тата Шĕнер Ишек ял поселенийĕсенчен икшер заявлени кăна тăратнă.
Республикипе ку тапхăра субсидие 13,8 пин çемьене 53,3 млн тенкĕлĕх тÿленĕ. Вăл шутран 3,9 пин çемье яллă вырăнта пурăнаççĕ. Пĕр çемьене вăтамран 1920 тенкĕ тивĕçнĕ.
Çавăн пекех ЖКУ тÿлевĕсен расхучĕсене саплаштарас тĕлĕшпе федераллă çăмăллăхçăсене уйăхсерен компенсаци параççĕ. Ку тĕллевпе республика бюджетĕнче 673 млн тенкĕ пăхнă. Мартăн 1-мĕшĕ тĕлне Вăрнар районĕнчи 2315 çынна 1338,72 пин тенкĕ тÿленĕ. Республикипе пĕтĕмпе 102370 çынна.
Унсăр пуçне, Вăрнар районĕпе ЖКУ тÿлевĕн çăмăллăхĕпе çар çыннисене çухатнă икĕ çемье, капиталлă юсав взносĕсене саплаштарма 70-тен иртнĕ 88 çын усă курать.
Ял специалисчĕсен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерÿ тăкакĕсен компенсацийĕ çирĕплетнĕ виçеллĕ – 1055 тенкĕ. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районта ăна 203 çын тивĕçнĕ.
Пай пуçлăхĕ Ирина Смолина çавăн пекех тăватă е ытларах ачаллисен те коммуналлă тивĕçтерÿсен тăкакĕсемшĕн компенсаци илме май пуррине пĕлтерчĕ. Ăна уйăхсерен паракан ача пособийĕ шутне кĕртнĕ, ун виçи – 450 тенкĕрен пуçласа 1670 тенкĕ таран.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Декабрь 2024 |