Мăн Явăш ачи – республикăри чи лайăх кадет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.04.2019, 10:51 Просмотров: 293

Чылайăшĕ çитĕнекен ăрăвăн патриотлăх туйăмĕ начар пулнине палăртать. Аслăраххисем тÿрех хăйсен вăхăчĕпе танлаштарма тытăнаççĕ.

Чăн та, çĕршывра хуçаланнă ахăрсамана тапхăрĕнче ку ыйтăва тимлĕхрен кăларнă. Анчах та юлашки çулсенче вĕрентÿ организацийĕсем çарпа патриотизм юхăмне палăрмаллах аталантарни сисĕнет.

Ырă ĕçе тĕслĕхпе çирĕплетни лайăх. Калинино шкулĕнчи кадетсен отрячĕн пултарулăхĕ-çитĕнĕвĕ пирки аван пĕлетпĕр. Мăн Явăш ачисем те вĕсенчен кая юласшăн мар. Çак çулсенче вĕсем те республикăри кадет тĕрĕслевĕсем витĕр çĕнтерÿллĕ вырăнсемпе тухрĕç. Ку отрядăн хастарĕ вара – Максим Шариков – тата ытларах палăрма пултарчĕ. Кăçалхи кăтартусемпе вăл республикăри «Чи лайăх кадет» ята тивĕçнĕ.

Максим – вĕренÿ отличникĕ. «Тăрăшуллă, тирпейлĕ, итлекен ача», – теççĕ ун пирки юлташĕсем те, вĕрентекенсем те. Çĕннине нумай пĕлме тăрăшать. Уйрăмах физикăпа хими предмечĕсене кăмăллать. Ун ятне çулсерен предмет олимпиадисен çĕнтерÿçисен йышĕнче курма пулать. Физикăпа, математикăпа, химипе, астрономипе тарăн пĕлÿ кăтартать арçын ача. Çитĕнÿсен йышĕнче çавăн пекех – Николаев вулавĕнчи, «EXCELSIOR» конференци-фестивалĕнчи, наукăпа тĕпчев тата пултарулăх конкурсĕнчи çĕнтерÿсем.

Унсăр пуçне, кăçал Мăн Явăш шкулĕн тĕслĕхлĕ вĕренекенĕ çамрăк космонавтсен отрячĕсен юхăмне аталантарассине тÿпе хывнăшăн ятарлă Çăлтăра тата Чăваш ен Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин «ЮНИТЕКС» центрĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Çын пуласси ачаран паллă, теççĕ. Пĕчĕкрен яваплăха туйни, уçă чĕреллĕ пулни, ăс-тăна аталантарни тĕллевсене пурнăçлама пулăшать те каччăна.

«Чи лайăх кадет» ят вара чунра тĕвĕленнĕ патриотлăх туйăмĕсене тата та вăйлăрах аталантарма хистет.

«Паллах, ку çитĕнÿре ашшĕ-амăшĕн тÿпи те пысăк. Шариковсем ачисемшĕн, вĕсен пуласлăхĕшĕн хыпса çунни чылай ĕçре ыррăн палăрать», – терĕ шкул директорĕ Надежда Петровна Федорова.

Максимăн ĕмĕчĕсем те çунатлă – вăл врач пуласшăн. Кăçал 11-мĕш класс пĕтерекенскер, тĕв тытнине пурнăçа кĕртес тесе пур енлĕн тăрăшать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика