Ыйтусем татах пур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.04.2019, 10:52 Просмотров: 336

Районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра (30-мĕш №, апрелĕн 20-мĕшĕ) Геннадий Иванов çĕкленĕ çивĕч ыйту Пăртас халăхне чăннипех хытă хумхантарать. «Пăртас çулĕ арканать...» статьяна темиçе хутчен вуласа тухрăм. Автор шухăшĕпе пĕтĕмпех килĕшетĕп.

Çав вăхăтрах манăн Пăртас ял поселенийĕн ертÿçисене темиçе ыйту парас килет.

Уйрăм çынна парас тĕллевпе унччен хупнă хăйăр карьерне мĕншĕн çĕнĕрен уçма йышăннă. Тĕрĕссипе, поселени Уставĕпе килĕшÿллĕн, халăхшăн пĕл-терĕшлĕ ыйтусене малтан депутатсемпе тĕплĕн сÿтсе явмалла. Çавăн пек ыйтусене ял-йышпа пĕрле пăхса тухни тата тĕрĕсрех. Енчен те ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсене промышленноç е урăх тĕллевлисен шутне куçарма ял поселенийĕн администрацийĕ килĕшмен пулсан, çĕре хăйăр карьерĕ валли 5 çуллăха парас тĕлĕшпе нимĕнле аукцион та пулмастчĕ.

Тата çак ыйтăва татса панă чухне экономика тĕлĕшĕнчен мĕнле шухăшсене тĕпе хунă. Хăйăр карьерне уçни Пăртас поселенине экономика тĕлĕшĕнчен мĕнлерех усă парать. Тĕрĕссипе, ăна тепĕр хут уçма администраци мĕншĕн пулăшнине, çакна тума хистекен витĕмлĕ сăлтава ял халăхĕн пĕлмеллех.

Ял çыннисене йывăр тиевлĕ КамАЗсемпе хăйăр сутса çÿрекен «Элегант» общество урамри çулсене самаях аркатнă. Вĕсене çĕнĕрен юсама каякан сахал мар тăкака кам саплаштарĕ.

Шутласан, хăйăр кăларнăшăн тÿлекен налук укçи çулсене юсама каякан тăкакран самаях сахал.

Пĕлес килет: хăйăр карьерне хупас пирки Пăртас ял поселенийĕн ертÿçисем тата депутачĕсем мĕн шутлаççĕ.

Геннадий ПЕТРОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика