Çĕр чăмăрĕн тасалăхĕшĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.04.2019, 10:53 Просмотров: 446

Чăваш Республикинче старт илнĕ Ачалăх вунăçуллăхĕпе çыхăннă мероприятисен шутне экологи тĕлĕшпе шкул ачисен пĕлĕвне ÿстерессине те кĕртнĕ.

Ун йĕркипе район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен пайĕ тата ача-пăча пултарулăх çурчĕ «Уйăр тата çĕнĕрен тирпейле» экологи акцине пуçарчĕç. Шкулсемпе ача сачĕсем кивĕ хут, усă курнă батарейкăсене тата пластик пăкăсене пухассине хастар хутшăнчĕç. Уйрăмах поселокри «Березка», «Рябинка» тата «Ромашка» ача сачĕсем, Вăрнарти 1-мĕш, Кÿстÿмĕрти, Хапăсри, Кĕçĕн Кипекри тата Малти Ишекри шкулсем маттур пулчĕç.

Акци вăхăтĕнче пухнă япаласене йăлтах иккĕмĕшле чĕртавар йышăнакан пунктсене параççĕ.

Ача-пăча пултарулăх çуртĕнче пăкăсене, батарейкăсене тата кивĕ хута çулталăкĕпех пухаççĕ. Унта пурне те хутшăнма йыхравлатпăр. Çĕр чăмăрĕн тасалăхĕ хамăртан килет.

А.СУИНА,

ача-пăча пултарулăх çурчĕн методисчĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика