Мăн Турхан хĕрĕн Надежда Краснован спорт енчĕкĕ хулăнлансах пырать – тинтерех кăна вăл Раççей первенствинчен çитĕнÿпе таврăннă.
Ирĕклĕ майпа кĕрешессинче пирĕн ентеш сакăр çул ытла. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн Санарпуçĕнчи филиалне тантăшĕ-юлташĕсемпе пĕрле килнĕ вăл. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Виталий Петрович Трофимов ертсе-вĕрентсе пынине тимлĕн ăса хывнă. Çирĕп дисциплина тата малалла туртăнас тени хăвăртах результатсене «çырăннă». Надя – нумай хутчен республика тата Атăл тăрăхĕн округĕн çĕнтерÿçи, Раççей призерĕ.
Хальхинче те вăл, Мускав облаçĕнчи Раменск хулинче студентсем хушшинче иртнĕ пысăк шайри ăмăртура, лайăх тытăçупа палăрнă – кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.
Мăн Турхан хĕрĕ 8-мĕш класран Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервисен училищинче ăсталăха туптарĕ. Халĕ вăл Мускаври пĕр аслă шкулта вĕренет.
Турнир хыççăн Надя Вăрнарта пулчĕ, çавна май тренерсем, тăванĕсем ăна куçа-куçăн саламларĕç.
Сăмах май, нумаях пулмасть Надя Краснова Испанире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери турнирта «ылтăн» çĕнсе илнĕччĕ.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
