«Сывлăх сунатăп сире!»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.06.2019, 13:52 Просмотров: 293

Халăх юратакан тухтăрсенчен пĕри – Вăрнар район тĕп больницинче тимлекен Ирина Григорьевна Иванова. Вăл фтизиатрта тата рентгенологра тăрăшать.

Пациентсене яланах кăмăлпа йышăнать. «Сывлăх сунатăп сире!» – тет вăл ăшпиллĕн хăйĕн кабинетне килнĕ кашни çынна. Поселокра çуралса ÿснĕ пулин те Ирина Григорьевна чăвашла таса калаçать.

Ирина Иванова 21 çул Гиппократ тупине асра тытса ĕçлет. Чире вăхăтра тупса палăртса сахал мар çыннăн пурнăçне çăлса хăварнă. «Пултаруллă врач», – теççĕ ун пирки. Ирина Иванова кунне вăтамран 10–25 çынна йышăнать, рентген ÿкерчĕкĕсене кĕнеке вуланă пек вулать.

Хальхи вăхăтра туберкулезăн активлă формипе 31 пациент учетра тăрать, çав шутра 24-шĕнчен чир ерес хăрушлăх пур. Пациентсем пурте сипленеççĕ.

Кăçалхи 5 уйăхра туберкулезпа чирлĕ 8 çынна тупса палăртнă. Вĕсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. Ирина Григорьевна сипленнĕ пациентсене те асăрхаса тăрать, кашни патне киле çитме тăрăшать, витĕмлĕ сĕнÿ-канаш парать.

Тухтăр асăрхаттарать: çитĕннисен кашни çулах флюорографи тĕпчевĕ витĕр тухмалла. Туберкулезпа чирлисенчен ытларахăшĕ ниçта та ĕçлемест, ĕçкĕ-çикĕпе туслă. Çавăнпа та сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси те тĕпре пулмалла. Ирина Григорьевнăпа калаçатăн та вăл кашни ыйтăва туллин хуравлама ÿркенменнине, пациентсене чир-чĕртен сирессишĕн пĕтĕм вăйран тăрăшнине асăрхатăн. Профессие чунĕпе парăннă çын урăхла ĕçлеме пултарать-и; Паллах, çук.

Фтизиатр-рентгенолог ачалăх вăхăчĕсене аса илчĕ. Пĕррехинче ăна район тĕп больницине васкавлăн хураççĕ. Аркадий Пирожков врач тăрăшнипе хĕрпĕрчине вăхăтра пулăшу парса вилĕмрен çăлса хăвараççĕ. 6 çулти Ирина çитĕнсен шур халатлă ĕçчен пулма, Аркадий Пирожков пек çынсене сыватма тĕв тăвать.   Тухтăр пулас туртăм çултан çул вăйланса пырать. 1987 çулта ĕмĕчĕ пурнăçланать – И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕрет. Диплом илсен тăван енех таврăнать, район тĕп больницинче вăй хума тытăнать. Сыватмăшри Ольга Григорьева фтизиатр çамрăк специалиста лайăх йышăннă, кирлĕ сĕнÿсем панă. Ирина Иванова ĕçтешĕ вĕрентнине пĕтĕмпех ăша хывнă.

Халĕ Ирина Иванова хăй те пуян опытлă тухтăр. Тăватă çул каялла Хусанти врачсен пĕлĕвне тарăнлатакан институтăн пульмонологипе фтизиатри кафедринче квалификацие ÿстернĕ, çĕннине алла илнĕ.

– Хамăн кун-çула врач профессийĕпе çыхăнтарнăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Çын сывлăхĕшĕн тăрăшасси – пархатарлă ĕç, – терĕ фтизиатр-рентгенолог.

Ирина Григорьевна ăста тухтăр кăна мар, çемье ăшшине упраканĕ те. Мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăлпа икĕ хĕре çут тĕнче парнеленĕ. Аслă ачисем пурнăçăн анлă çулĕ çине тăнă. Кĕçĕн хĕрĕ, шкулта ăс пухаканскер, тухтăр профессийĕпе кăсăкланать иккен. Вăхăт çитсен, тен, вăл та амăшĕн çулĕпе кайĕ, шурă халатлисен ретне тăрĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика