Кăçалхи çур çулта мĕнле ĕçленĕ тата умра мĕнлерех тĕллевсем тăраççĕ – виçĕмкун районăн социаллă экономика аталанăвне анлă ларура тишкерчĕç.
Ун ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов, район пуçлăхĕ Геннадий Спиридонов хутшăнчĕç.
Муниципаллă пĕрлĕхĕн аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев паллаштарчĕ. Вăл бюджета пурнăçлас ĕçĕн тĕп саманчĕсем, районта пурнăçланакан проектсемпе программăсем çинче чарăнса тăчĕ. Промышленноçри, ял хуçалăхĕнчи, вĕрентÿ тытăмĕнчи çитĕнÿсемпе паллаштарчĕ. Район предприятийĕсемпе организацийĕсем инвестицисене тухăçлă явăçтарса пурнăçлакан ĕçсене илсе кăтартрĕ.
Леонид Григорьевич Вăрнар район территорийĕнче ултă наци тата 17 федераллă проектсем ĕçленине, вырăнти пуçарусене пула 18 проект пурнăçланнине палăртрĕ. Вĕсенчен саккăрĕшĕ масарсене йĕркене кĕртессипе, пĕри ача-пăча площадки тăвассипе, тăххăрăшĕ автомобиль çулĕсене юсассипе çыхăннине асăнчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ çавăн пекех социаллă сферăри, культурăри, спортри ырă самантсене тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.
Район территорийĕнчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри – çул-йĕр сечĕн тăрăмĕ. Ăна тĕп докладчик та, сумлă хăнасем те хускатрĕç, залран та çĕклерĕç. Кăçал çул-йĕр фончĕ 58 миллион тенкĕпе танлашать, вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсене юсама, çĕнетме тата тытса тăма бюджетра 31 млн тенкĕ, ял поселенийĕсенчи çулсене юсама тата пăхса тăма 23 млн тенкĕ, картиш территорийĕсене çĕнетме 4 млн тенкĕ пăхнă.
Кăçал Вăрнарта тасатакан сооруженисен строительстви тытăнмалла, Аçăмçырми тата Кÿстÿмĕр ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсене туса пĕтермелле.
Район умĕнче, паллах, хумхантаракан ытти ыйтусем те пур: çĕр лаптăкĕсем, муниципаллă пурлăх тĕлĕшпе аренда тÿлевĕн парăмĕсем пухăнни, хуçасăр çĕр лаптăкĕсене çаврăнăша кĕртесси, сывлăх сыхлавĕнче кадрсем çитменни, вĕрентÿ тытăмĕнче педагогика йышĕнче çамрăксем сахалли, морг тăвасси тата ытти те.
Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов Вăрнар районĕ чылай ĕçпе – сăмахран, инвестицисене явăçтарассипе, налуксем пухассипе... – республикăра малта пырать пулин те, çак ыйтусем пĕтĕмĕшле кăтартупа района каялла туртнине палăртрĕ. Чи çивĕч ыйтусен шутне вăл муниципаллă çулсене юсассине тата тăвассине кĕртрĕ. Торгисене вăхăтра ирттермеллине аса илтерчĕ, çумăрта, «юр çунă вăхăтра асфальт хуни те пулнă», ĕçлени халăхра ырă мар туйăм çуратнине асăрхаттарчĕ. Вăл вăрнарсене пĕтĕмĕшле аталанушăн пĕрлешсе ĕçлеме чĕнсе каларĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Вăрнар районĕ вăйлă район пулнине, унта пур отрасль те тенĕ пек çитĕнÿллĕ ĕçленине палăртрĕ. Анчах та ун шухăшĕпе туртăнмалли татах пур-ха. Вăрнарсене вăл федераци шайĕнчи пысăк пулăшуллă проектсене ытларах хутшăннине курасшăн, ялсенче халăх йышне сыхласа хăварасшăн.
Ял хуçалăх министрĕ пулнă май, вăл вăрнарсем республика сĕмĕнче еплерех аталанса пынине тишкерчĕ. Продукци калăпăшĕн индексĕпе район 1-мĕш вырăн йышăнать. Ял хуçалăх ĕченĕсен шалăвĕпе – лидерта. Сĕт, аш-какай туса илессипе маттур ĕçлеççĕ. Пĕтĕмĕшле ака лаптăкне ÿстернĕ, анчах та Сергей Геннадьевич пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акассин планне пурнăçламаллине, усă курман çĕрсене муниципаллă харпăрлăха куçарассипе тимлесерех ĕçлемеллине, федераллă проектсене ытларах хутшăнмаллине асăрхаттарчĕ.
Çавăн пекех вăл фермерсене, ял хуçалăх потребкооперативсене, аграрисене патшалăх енчен кÿрекен пулăшусемпе паллаштарчĕ, вĕсене хастартарах кĕме чĕнсе каларĕ.
Ларура залран çĕкленĕ ыйтусене те – морг тăвасси, çулсене юсасси, пĕчĕк предпринимательствăна аталантарасси... – хуравларĕç.
Пĕтĕмлетсе, Чăваш ен ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов вăрнарсене ĕçе вăйлатма, ытти муниципалитетсенче пурнăçланакан лайăх практикăсемпе паллашса вĕсене хамăр территорире ĕçе кĕртме сĕнчĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |