Чăваш енре «Вĕрентÿ» наци проекчĕн регионти «Кашни ача ăнăçăвĕ» проект йĕркипе 6–11-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче «Пуласлăх билечĕ» профориентаци акцийĕ старт илет.
2019 çулта унта 9,2 пин шкул ачи хутшăнма пултарать. Вĕренекенсем хăйсене килĕшекен профессие тата хальхи вăхăтри перспективлă отрасльсемпе пурнăç ыйтакан компетенцисене палăртас тĕллевпе тест ыйтăвĕсене хуравлĕç. Тестировани виçĕ тапхăрпа иртет.
Ачан кăсăкланăвне тата вăл хăйне валли мĕнлерех професси сферине суйланине кура тĕрлĕ енлĕ мероприятисем йĕркелĕç: профориентацин пĕрлехи кунĕсене тата эрнисене, предприятисенче – уçă алăксен кунне, професси ăсталăхĕн чемпионачĕсене – экскурсисем, индустри эксперчĕсемпе тĕлпулусем, мини-пробăсем тата ытти те.
Аса илтерме, «Пуласлăх билечĕ» федераллă проекта Раççей Президенчĕ Владимир Путин иртнĕ çулхи февральте Пĕтĕм Раççейри «Наставник» форумра пуçарнă. Пирĕн республика пĕлтĕр унта пилотлă режимпа хутшăннă.
Ноябрь 2024 |