Çар ретне 54-ăн тăрĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.10.2017, 15:38 Просмотров: 755

Октябрĕн 1-мĕшĕнче 1990–1999 çулсенче çуралнă граждансене çара илессипе кĕрхи призыв пуçланчĕ. Çавна май иртнĕ эрнере призывниксем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç.

Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссариатĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Вăрнар районĕнчен призыв комиссийĕ витĕр 374 гражданинăн тухмалла. Вĕсенчен 54-шĕ салтак атти тăхăнĕç. Ыттисен тĕрлĕ сăлтавпа отсрочка илме ирĕк пур, е вĕсене сывлăх тăрăмне кура çар службинчен хăтараççĕ.

Раççей Çарне юрăхлисен пĕрремĕш партине вара октябрĕн 24-мĕшĕнче ăсатаççĕ.

Хальхи вăхăтра çар комиссариатĕнче çар-учет специальноçĕсемпе – «С», «Д», «Е» категориллĕ водительсене, водитель-электромеханиксене, стрелок-парашютистсене – хатĕрлеме граждансене пухаççĕ. Сăмах май, сывлăш-десант çарĕсене «Стрелок-парашютист» специальноçне вĕреннисене çеç илеççĕ. Çÿлерех асăннă специальноçсемпе вĕренĕве тÿлевсĕрех йĕркелеççĕ.

Аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ призывниксен призыв комиссине киличчен суйлама ирĕк пур: е пĕрлехи призывпа, е контрактпа икĕ çул службăра тăрасси пирки. Контрактниксен ăçта тата хăш çар чаçĕнче, мĕнле должноçре службăна ирттерессине те суйлама ирĕк пур.

Кĕрхи призыв тĕлĕшпе октябрĕн 19-мĕшĕнче призыв комиссийĕн ларăвĕ – пулĕ.

Кĕрхи призыв пуçланнă май, Чăваш енри следстви управленийĕ салтакран пăрăннипе çыхăннă уголовлă ĕçсене тĕпчессине пĕтĕмлетнĕ. 2017 çул пуçланнăранпа кунашкал 7 ĕç пуçарнă. Вĕсем – 18–22-ри çамрăксем. Икĕ материала суда ярса панă, каччăсене 15–20 пин тенкĕлĕх штрафланă. Ытти ĕçсем хальлĕхе тĕпчевре.

Пĕлтĕр çартан пăрăннисен списокне тăххăрăн лекнĕ. Савăнтарать – ку йышра та пирĕн район çамрăкĕсем çук.

Тата маларахри çулсене танлаштарас пулсан, салтак аттине тăхăнасран хăракансем 2015 çулта – 11, 2014 çулта – 22, 2013 çулта – 25, 2012 çулта – 14, 2011 çулта 38 пулнă.

Айăплав мерисем çирĕп. Яваплăхран пăрăнакансене икĕ çул таранччен ирĕкрен хăтарма, 200 пин тенкĕ таран штрафлама, икĕ çул таранччен ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме пултараççĕ. Анчах та уголовлă явап тыттарни çар службинчен хăтарни шутланмасть.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика