Çĕнĕ склад продукци йышăнма тытăнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.10.2017, 11:20 Просмотров: 482

 «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче кĕçех çĕнĕ строительство объекчĕ хута кайĕ. Кунта 3 пин тăваткал метр йышăнакан хутса ăшăтакан çĕнĕ склад корпусне туса пĕтернĕпе пĕрех.

Предприяти çулсерен продукци калăпăшне ÿстерсе пырать, çавăнпа та складсен лаптăкне те анлăлатать. Çулсерен «Август» Фирмăн препарачĕсемпе Раççейри ял хуçалăх çĕрĕсен 40 млн гектарне имçамлаççĕ (пĕр хут имçамланине шута илсен). Унсăр пуçне ют çĕршывсене, Колумбипе Монголи таран, ăсатаççĕ. Заводра туса кăларакан ÿсентăрансене хÿтĕлемелли препаратсене чылайăшне ăшăра,  шăнса ирĕлнипе пахалăхĕ чакасран упрамалла.

Ял хуçалăх предприятийĕсем çумкурăкпа, сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа, ÿсентăран чирĕсемпе кĕрешмелли препаратсене массăллăн ытларах çуркунне туянаççĕ. Çавăнпа та хатĕр продукци пуриншĕн те çителĕклĕ пултăр тесе кĕркуннепе хĕлле завод складсене тултарассипе тимлесе ĕçлет. 

Пĕлтĕр завод территорийĕнче складсем çителĕксĕр пулнипе Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти складсене аренда майĕпе усă курнăччĕ. Кăçал, çĕнĕ склада хута ярсан, ку çивĕч ыйту татăлĕ. Строительство ĕçĕсене «Звездопад» акционерсен хупă обществин филиалĕ пурнăçлать. Ку объект строительсемшĕн çĕнĕлĕх мар, мĕншĕн тесен юлашки çулсенче ку организаци завод территорийĕнче çакăн пек 4 склад корпусне çĕклесе хута янă. Çĕнĕ склад икĕ пайран тăрĕ: пĕринче 1,7 пин тонна вĕтĕ пĕрчĕллĕ препаратсем, тепринче 2,9 пин тонна шĕвек препаратсем упрама палăртаççĕ.    

Людмила ИВАНОВА,

«Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн халăхпа çыхăнса ĕçлекен специалисчĕ. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика