Росстат çирĕплетнĕ тăрăх, 2016 çулхи кăтартусемпе Чăваш Республикинчи 232,3 пин çыннăн е пĕтĕм халăхăн 18,8 проценчĕн укçа тупăшĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах.
Правительство йышăнăвĕпе, 2019 çулта Раççей Федерацийĕнче ĕç укçин чи пĕчĕк виçине пурăнма кирлĕ шайăн 100 процентне çитермелле. Апла-тăк МРОТа ÿстерни сахал тупăшлă çемьесене паракан социаллă пулăшу виçине витĕм кÿрет-и?
Ачаллă çемьесене – пособи
ЧР ,çлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев палăртнă тăрăх, ĕç укçин чи пĕчĕк суммине пысăклатни социаллă пулăшу мерисен виçине витĕм кÿмест. Хальхи вăхăтра патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ чухне гражданинăн пурлăх шайне шута илеççĕ. Ăна палăртмашкăн кашни çын пуçне лекекен тупăшăн тата республикăра пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçен шайлашăвне тĕпе хураççĕ. Кашни çын пуçне тивекен тупăш пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах граждансене ЧР ,çлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви социаллă пулăшăвăн тĕрлĕ мерипе тивĕçтерет.
Ачаллă граждансене уйăхсерен пособи памалла тăваççĕ. Унăн сумми кашни çын пуçне тивекен вăтам тупăш пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçерен иртмен çемьесенче çитĕнекенсемшĕн асăннă кăтартуран ытларах шутланаканнисемпе танлаштарсан самаях пысăк.
2017 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăра пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçерен иртмен тупăшлă 46045 ача шутланать (пĕтĕм йышăн 71 проценчĕ).
Чăваш Республикин бюджечĕн ача-пăчан уйăхри пособине тÿлеме каякан тăкакĕ кăçалхи виçĕ кварталта 491,4 миллион тенкĕпе е планпа палăртнин (759,7 миллион) 64,7 проценчĕпе танлашнă.
Врач йышăнăвĕпе пахалăхлă апатланупа тивĕçтермешкĕн çире пур хĕрарăмсене тата кăкăр ĕмĕртекен амăшĕсене уйăхсерен – 100, çавăн пекех 2 çултан пуçласа 3-е çитмен ачасене 70 тенкĕпе танлашакан компенсаци тÿлеме палăртнă.
Кăçалхи 9 уйăхра асăннă пулăшăва çире пур 22 хĕрарăм, ĕмĕртекен 778 амăшĕ тата 5 ача тивĕçнĕ. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 762 пин тенкĕ тăкакланă.
Коммуналлă пулăшушăн – субсиди
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕн регионти стандарт хакĕсене тĕпе хурса палăртнă тăкакĕсем çемьен пĕтĕмĕшле тупăшĕн 22 процентĕнчен иртсен вĕсене саплаштармашкăн граждансене субсиди параççĕ.
Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕн субсидийĕ валли республика бюджетĕнчен 184,9 миллион тенкĕ е планпа палăртнин (282 миллион) 65,3 процентне уйăрнă. Çулталăк пуçланнăранпа асăннă пулăшăва 18568 çемье, кашни вăтамран 1099 тенкĕлĕх (2016 çулта – 1076 тенкĕ) илнĕ.
Йывăрлăха пĕччен çĕнтерме пултарайман граждансене республика бюджечĕн нухрачĕпе пулăшаççĕ. Кун пек чухне унăн виçине лару-тăрăва кура уйрăммăн палăртаççĕ. Кăçалхи 9 уйăхра асăннă ушкăна кĕрекен 94 çемьене 328,5 пин тенкĕ е планпа палăртнин (558,7 пин) 55,8 проценчĕ чухлĕ уйăрса панă.
Йывăр шăпаллă ачасен канăвне тата сиплевне йĕркелес тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулнине палăртмалла. 2017 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсене хула тулашĕнчи лагерьсенче кантармашкăн 3200 путевка уйăрнă, социаллă пулăшупа тивĕçтерекен организацисен никĕсĕ çинче çул çитмен 2650 çамрăк сывлăха çирĕплетнĕ. Çак тĕллевпе пĕтĕмпе 47,9 миллион тенкĕ тăкакланă.
Ноябрь 2024 |