Çынсен сывлăхне сыхлас, патшалăх тата обществăлла хăрушсăрлăха тивĕçтерес тĕллевпе наркотиксемпе психотроплă япаласен тата вĕсен прекурсорĕсен çаврăнăшĕн право никĕсне 1998 çулхи январĕн 8-мĕшĕнчи федераллă саккун йĕркелет.
«Наркотиклă хатĕрсем тата психотроплă веществосем çинчен» саккунăн 40-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, Раççей Федерацийĕнче ку сиенлĕ япаласемпе врач çырса памасăр усă курма юрамасть.
Рф КоАП-ĕн 6.9-мĕш статйинче наркотиклă тата психотроплă е ăс-тăна минретекен ытти çĕнĕ веществосене врач хушăвĕсĕр ăша хывнăшăн административлă явап тыттарма пăхнă. Явап тĕсне статьян 1-мĕш тата 2-мĕш пайĕсенче палăртнă. Сăмахран, наркотиклă тата психотроплă япаласене сиплев тĕллевĕпе врач çырса памасăр усă курнăшăн (кодексăн 20.20-мĕш статйин 2-мĕш пайĕнче, 20.22-мĕш статйинче кăтартнă тĕслĕхсемсĕр пуçне) е наркотик витĕмĕн палли пур гражданин должноçри çынсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма ыйтнине хирĕçлесен 4–5 пин тенкĕ штраф е 15 талăк таран административлă арест хума пултараççĕ. Енчен те ку киревсĕр ĕçе ют çĕршыв гражданинĕ е гражданствăсăр çын тунă пулсан, çÿлерех асăннă штрафсăр тата арестсăр пуçне вĕсене Раççей Федерацийĕн тулашне кăларса яраççĕ.
РФ КоАП-ĕн 6.9-мĕш статйинче хушса асăрхаттарнă тăрăх, ку наркăмăшлă веществосемпе врач хушăвĕсĕр усă курнă çынна хăйĕн ирĕкĕпе медицина организацине сипленме килсен административлă явапран хăтараççĕ. Наркоманипе чирлĕ тесе çирĕплетнĕ çынна вара хăй килĕшнипе медицина е социаллă реабилитацие яма пултараççĕ. Ăна та административлă явап тыттармаççĕ. Ку хушма асăрхаттару РФ КоАП-ĕн 20.20-мĕш статйин 2-мĕш пайĕнче кăтартнă йĕркене пăснă тĕслĕхсене пырса тивет.
А.СОРОКИН,
Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.
Ноябрь 2024 |