Çула çитмен ачасем право йĕркине пăсасран, наркотиксемпе тата алкогольлĕ шĕвексемпе çыхланасран асăрхаттарассипе, вĕсене саккуна хирĕçле киревсĕрлĕхсем тума явăçтаракансене тупса палăртассипе районта пысăк ĕç пурнăçланать.
Çав шутра – ачасене ăс-тăнне, сывлăхне, чун-чĕрине япăх витĕм кÿрекен сăлтавсенчен саккунлă майлă хÿтĕлес енĕпе те. Ку ĕçре пулăшакан профилактика мерисенчен пĕри – çамрăксем валли «комендант сехетне» çирĕплетни. Çак саккун 18 çула çитменнисене хăшпĕр уйрăм объектсенче тата каçхине обществăлла вырăнсенче ашшĕ-амăшĕсĕр çÿреме чарать. Унăн тĕп тĕллевĕ – ачасен сывлăхне тата пурнăçне сиен кÿрессине асăрхаттарасси.
Сăмахран, ясарлăх паллиллĕ тавар кăна сутакан вырăнсене, эрех-сăра çеç сутакан бар-ресторансене, рюмочнăйсене вĕсен талăкри хăть хăш вăхăтра та кĕме юрамасть. Каçхи вăхăтра вара (çулла 23 сехетрен 6 сехетчен, ытти чухне 22 сехетрен 6-ччен) 18 çула çитменнисемшĕн обществăлла вырăнсенче ашшĕ-амăшĕсĕр çÿреме çул хупă. Ку вырăнсем шутне урамсене, стадионсене, парк-скверсене, обществăлла транспорта, интернет-салонсене, алкоголь сутакан лавккасемпе обществăлла апатлану вырăнĕсене кĕртнĕ.
Саккун ыйтнине пăхăнманшăн ашшĕ-амăшĕсене тата юридици сăпачĕсене административлă явап тыттарма пăхнă.
Э.ТАТАРОВА,
полицин «Вурнарский» пайĕн
çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен аслă инспекторĕ.
Ноябрь 2024 |