Шăпах çапла каламалла хамăрăн хисеплĕ ветеранăмăр Алисса Петровна Беляева пирки. Çемьере чи асли – кĕçĕннисем яланах унран тĕслĕх илнĕ. ,çре эпир унпа танлашма тăрăшнă. Ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн – чи лайăх амăшĕ, кукамăшĕ...
Алисса Петровна хаяр сивĕ хĕл кунĕнче, январĕн 10-мĕшĕнче, Кивçурт Мăрат ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕпе амăшĕ пĕтĕмпе вунпĕр ачана кун-çул парнеленĕ. Анчах та виç пепкин чĕрисем пĕчĕклех тапма чарăннă. Сакăр ачи тĕрĕс-тĕкел, шăкăл-шăкăл ÿснĕ. Кĕçĕн çулсенченех вĕсене ĕçпе кăсăклантарнă, пурнăç хаклăхĕсене ăса хывтарнă.
Алисса Петровна ĕмĕрне шут ĕçĕнче ирттерни ăнсăртран мар. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вăл математикăна пуринчен тенĕ пек лайăх пĕлнĕ. ,çленĕ вăхăтра та пысăк цифрăсене туххăмрах ăсра шутланинчен мĕн чухлĕ тĕлĕнместĕмĕр пуль.
Ĕç пирки калас-тăк, ун ĕç кĕнекинче пĕртен-пĕр предприятире вăй хуни кăна: Вăрнар район хаçачĕпе типографийĕн бухгалтерĕ, аслă бухгалтерĕ, тĕп бухгалтерĕ. Кунта вăл Улатăрти ял хуçалăх техникумне пĕтерсенех вырнаçнă та унтанпа ниçта та куçас тесе шутламан. Пултаруллă специалиста ытти çĕре чĕннĕ пулин те, вăл юратнă коллектива пăрахас темен.
«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн, Вăрнар типографийĕн бухгалтери ĕç-хĕлне 48 çул туса пынă вăл. Учреждени укçи-тенкине тĕрĕс усă курас çул-йĕре мала хунă.
Самана çиçĕмле аталаннă, информаци технологийĕсем пысăк хăвăртлăхпа пурнăçа кĕнĕ тапхăр Алисса Петровнан аслăрах çулĕсене пырса тиврĕç пулин те хăраса ÿкмерĕ вăл. Компьютера çамрăксемпе тан «çăварлăхлама» вĕренчĕ. Бухгалтери ĕçĕ те хут çаврăнăшĕнчен электронли çине куçрĕ. Тĕрлĕ программăсене те ĕçтешĕмĕр хăвăрт алла илчĕ. Чăнах та, пурнăç уттинчен юлас темен, законодательство докуменчĕсене тăтăш шĕкĕлтетчĕ, нормативлă база улшăнăвĕсене шута илсех тăратчĕ.
Бухгалтер ĕçĕ вĕçĕмсĕр цифрăсемпе, отчетсемпе, налуксемпе çыхăннă. Алисса Петровнана ку енĕпе чăннипех те ăста темелле. Ахальтен мар ĕнтĕ ытти районсенчи редакци бухгалтерĕсем ун патне сĕнÿ-канаш илме час-часах шăнкăравлатчĕç, килетчĕç. Ун ĕçне чылай сумлă наградăпа чысланă: Чăваш АССР Госкомиздатăн тата культура ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн Хисеп грамотипе виçĕ хутчен, Раççей Федерацийĕн Культура тата массăллă коммуникацисен министерствин тата Раççей культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Хисеп грамотипе. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ.
Халăх калашле, ĕçпе кăна тутă пулаймастăн. Çынна чун апачĕ те кирлĕ. Алисса Петровнан алăсталăхĕ енĕпе те мухтанмалли пур. Пушă вăхăт тупăнсанах вăл алла йĕп е крючок тытать. Мĕн чухлĕ алсиш-нуски, салфеткăсем, шапка-кофтăсем, ытти япаласем çыхман пулĕ вăл; Вĕсем, тĕрлĕ эрешпе илемлетниксем, куçа чăннипех илĕртеççĕ.
Чечексем те юратать Алисса Петровна. Чÿрече янаххисем, ятарлă этажеркăсем çинче туллиех унăн вĕсем.
Мăшăрĕпе пĕрле вĕсем икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Константин Васильевич ĕмĕрне шкулта ĕçлесе ирттернĕ. Француз тата нимĕç чĕлхисен учителĕ. Кÿстÿмĕрти тата Иртеменкассинчи шкулсенче тимленĕ. Шел, темиçе çул каялла вăл пурнăçран уйрăлса кайрĕ.
Хĕрĕсем те, Иннăпа Дина, хăйсем пекех маттур. Амăшне виçĕ мăнук парнеленĕ.
,мĕр лайăххи телейре, тенĕ ваттисем. Алисса Петровна малашлăха та шанчăклăн пăхать. Тунсăхласа ларма вăхăт çук унăн. Алĕçĕнчен кăшт канас тесе интернета кĕрет, хыпарсемпе паллашать, социаллă сетьсенчи страницăсенче тус-пĕлĕшĕсемпе кăмăлтан калаçать...
Эпир, районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат коллективĕ, хамăрăн юратнă пичет ветеранне Алисса Петровна Беляевана 70 çулхи юбилейпе чĕререн саламлатпăр. Малашне те чун хавалне сыхласа хăварма сунатпăр. Сывлăхлă, яланах савăнăçлă пулăр! Эпир сире чунтан хисеплетпĕр, сирĕнтен тĕслĕх илетпĕр!
Ноябрь 2024 |